06 ноября 2009 г.
Иртнĕ кунсенче Йăнтăрчăри çыхăну уйрăмĕнче пултăмăр. Кунти ĕçсене Алина Михайлова йĕркелесе пырать.
–Кĕçех культура çуртне куçма хатĕрленетпĕр. Унта ял поселенийĕн работникĕсем, библиотекарьсем, культура ĕçченĕсем тата эпир пулатпăр. Юсав ĕçĕсем тунă, ăшă парса тăракан система ĕçлет. Ун чухне килсе курăр пирĕн пата, – тесе пĕлтерчĕ коллектива ертсе пыракан.
Раиса Воробьевапа (Йăнтăрчă) Галина Степанова (Улянкă) почтальонкăсем квитанцисем çыратчĕç. “Ял ĕçченĕ” хаçата ытларах çырăнма пуçларĕç çынсем. Унта районти хыпарсемсĕр пуçне тата республикăра мĕн пулса иртни пирки те çырсан аванччĕ, тесе сĕнеççĕ вулакансем”, – хаваспах калаçăва хутшăнчĕç вĕсем.
Тенеяльсем патне Алевтина Александрова почтальонка çитерет пенси укçипе хаçат-журналсене тата çырусене.
Паянхи кун вырăнти пичет кăларăмне 180 çемье илсе тăрать Йăнтăрчăри çыхăну уйрăмĕпе. 2010 çул валли илсе тăма “Ял ĕçченĕ” хаçата чылайăшĕ çырăннă. Кампани вĕçленесси икĕ уйăх юлчĕ. Юлашки куна хăварар мар ултă уйăх хушши чун апачĕллĕ пулассине. Май килнĕ таран халех çырăнар.