06 ноября 2009 г.
Пучах хĕлле тулать, теççĕ. Ку ĕнтĕ çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса халĕ те, хĕл кунĕсенче те, тимлемелли çинчен калать. Сăмахран, акă, вăрлăх хуçалăхĕшĕн, унăн пахалăхĕшĕн тăрăшмалла. “Акконд–агро фирма” обществăра, тĕслĕхрен, хальхи вăхăтра люцерна вăрлăхĕ тасатаççĕ. Хĕрĕх центнерне ĕçлесе типтерленĕ, ыттине халĕ тасатса хатĕрлеççĕ. Тĕш тырă вăрлăхĕсем пирки калас пулсан, таси те, тасах марри те пур. Çурхи тулă тасах мар. Вĕсене алласа лайăхлатма тивет.
“Шимкусский” ЯХПКран тăратнă вăрлăхсен ушкăнĕсем пурте таса пулни палăрчĕ. Çĕнĕ Ишпуçĕнче Иван Федорович Капралов машиновед питĕ тăрăшать вăрлăх пахалăхĕшĕн. Хăй пенсире пулин те, çак ĕçе çуллен тĕплĕ тăвать. “Победа” ОООран пахалăхне тĕрĕслеме тăратнă тĕш тырă культурисен вăрлăхĕсен тĕслĕхĕсем те таса. Кунта вырма вĕçленсен вăрлăхсене вăраха ямасăр тепĕр хут сортласа тасатма тытăннă. Ленин ячĕллĕ, “Красная Чувашия”, Чутеевский” ял хуçалăх кооперативĕсенче те тĕш тырă культурисен вăрлăхĕсене сортлама пуçăнас шухăшлă.
Хресчен–фермер хуçалăхĕсенчен Пуянкассинчи Н.В.Данилов люцернăпа урпа вăрлăхĕсен пахалăхне тĕрĕслеттерме тăратрĕ.