06 ноября 2009 г.

Иртнĕ уйăхра республикăра Чăваш халăх писателĕ Василий Алендей çуралнăранпа 90 çул тултарнине анлă паллă турĕç. Шупашкартан чăваш писателĕсем – профессионал писательсен пĕрлĕхĕн правленийĕн председателĕ С.Павлов, А.Казановпа Н.Захаров, Алендейĕн хĕрĕ Нина Васильевна килнĕ, общественность, шкул ачисем пухăннă. Писателĕн тăван ялĕнче Кĕтеснерте пулчĕç, масар çине çитсе унăн вил тăприйĕ умĕнче сăмах каларĕç, сăвăсем вуларĕç, чечек çыххисем хучĕç. Ял варрине В.Алендей ячĕпе парк хывма палăртнă, унта йывăçсем лартса хăварчĕç.
Василий Степанович тăван тавралăхăн юрăçи пулнă. Унăн кирек хăш произведенийĕнче те тăван сăнсене, ун вăхăтĕнчи çынсен сăнарĕсене асăрхама пулать. “Хирте вĕршĕнсем вĕçеççĕ”, “Курăксене тайса çил вĕрет”, “Ферма хĕрĕ – сарă хĕр”, “Юратрăм эп, хирсем, сире”, “Пилеш пăхма пит хитре”, “Çÿллĕ валак умĕнче” тата ытти повеçсемпе “Вĕлле хурчĕ – ылтăн хурт” романра колхозлă ялăн пурнăçне, çынсем хастар шухăш-ĕмĕтпе пурăннине кăна мар, çут çанталăк илемне туллин сăнланă.
Кĕтеснер – тăвайсемшĕн çывăх ял. Кÿршĕллĕ ялсем ĕмĕртен пĕр-пĕринпе хутшăнса пурăннă. Хĕрĕсене качча панă, ывăлĕсене авлантарнă. Аллăмĕш-утмăлмĕш çулсенче пирĕнтен нумайăшĕ, унти миллионер колхоза ăмсаннă. Уйрăмах хăмларан пысăк тупăш илетчĕç кĕтеснерсем. Паян кун та ĕçчен кĕтеснерсем тулăх пахча çимĕç, çĕр улми, улма-çырла туса илеççĕ, çур Хусана тăрантараççĕ темелле. Сăмах май каласан, Василий Алендей ялти шкултан вĕренсе тухсан сирĕн районти Сăхăтпуç шкулне çÿренĕ.
Пирĕн çемьешĕн Алендей ячĕ уйрăмах пысăк чысра. Вăл аттепе, Герман Матвеевич Матвеевпа, ĕмрипе туслă, çывăх тăван пек пулнă. Хăй “Хĕрлĕ ялав” райхаçат редакторĕнче ĕçленĕ чух аттене ĕçе илнĕ. Пирĕн çемье архивĕнче В.Алендей çырнă çырусем халĕ те упранаççĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне уявсемпе саламланă, май пулсанах – Шупашкарта-и е Вăрмарта – тĕл пулса калаçма тăрăшнă. Чи ăшă та çутă туйăмсемпе çырнă пирĕн атте Василий Степановичпа тĕл пулнă самантсем çинчен хăйĕн дневникĕнче. Шел, халĕ ĕнтĕ атте те, Василий Алендей те çук. Атте хăйĕн аслă тусĕ юлашки хут май уявĕпе саламласа çырнă çырăва илсе ĕлкĕреймесĕрех çĕре кĕчĕ, Алендей – 1989 çулхи мартра.
Вĕсен сăнарĕсем пирĕн пурнăçа çутатса, ăшăтса тăраççĕ. Василий Степановичăн кĕнекисем халăхра пурăнаççĕ, вĕсем чăваш литературин, чăваш культурин пуянлăхĕ пулса тăраççĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: Кĕтеснер ялĕн масарĕ çинче В.Алендей вил тăпри умĕнче.