АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утмăл тăватта кайсан (Общество, здравоохранение)

06 ноября 2009 г.

Эпир ĕçлесе ÿснĕ колхоза икĕ ял кĕрет. Икĕ ялĕ те, пĕр-пĕрне тĕкĕнсе ларнă пек, юнашар. Ял ячĕ – Пуянкасси: пĕри – Çĕнни, тепри – Кивви. Инçетрен килнĕ çын вĕсене пĕр пысăк ял тесе шутлама та пултарать. Ялсем йывăçлă, уйрăмах йăмра нумай. Юлашки çулсенче чылайăшĕ пахчасенче вăйлă садсем ĕрчетрĕ. Çуркунне, çеçке çурнă вăхăтра, куç тулли вĕсем – чăлт шурă шупăрсем пĕркенеççĕ, шăпчăксем каçса кайса юрă шăрантараççĕ, сывлăшĕ шерпет сыпнă пек, уçă та тутлă. Ун чухне ялтан, садран тухас та килмест. Кĕркунне вара пирĕн тăрăхри ялсене пан улми шăрши çапать. Хĕлле те ял хăйне май илемлĕ. Шурă пас тытнă йывăçсем, садсенчи улмуççисем анчахрах тухнă хĕвел çутинче пин-пин пĕчĕк тĕкĕрĕн çиçсе ялтăраççĕ.
Ял пурнăçĕпе пурăнсах ватăлса пыратпăр. Ачасем ÿссе çемьеленсе пĕтрĕç. Чылай çул каялла арăмпа кăна тăрса юлтăмăр. Пÿрт ăшчикки кичеммĕн пушанса юлчĕ. Йышпа ĕçлеме çăмăл, йышпа апат тутлă, йышпа пÿрт тулать, тенĕ. Çу кунĕсенче мăнуксем хуласенчен килеççĕ. Вĕсем пирĕн тăххăрăн. Кил-çурт шавласа кăна тăрать вĕсем пур чухне. Ĕçлесе те пулăшаççĕ. Ытти чухне арăмпа иксĕмĕр кăна. Çывăх мăшăртан хакли çукрах. Унпа юнашар чухне çитмен пурнăç та ыррăн курăнать, малашлăх та шанăçпа тулать, чылай чух калас сăмаха та куçран пăхнипех ăнланса илетĕн. Телейлĕ пĕр чĕлхерен пурăнакан мăшăрсем. Вăл сана йывăртарах чухне пĕр ăшă сăмахпах тĕпсĕр шăтăкран туртса кăларма та, çÿл тÿпене çĕклеме те пултарать. Ман мăшăрăм та çавăн пек темелле.
Кĕр кунĕсенче кĕтмен-туман çĕртен чирлесе ÿкрĕм. Мана больницăна вырттарчĕç. Сывлăх хавшасах пычĕ. Врачсем консилиум пухрĕç. Мана пурте тĕплĕн тишкереççĕ. Реанимаци уйрăмне куçарчĕç. Кунта хăйне майлă атмосфера. Уйрăма Зоя Анатольевна Степанова ертсе пырать. Ун пирки калас пулсан, нумай çырма пулать. Мана унти уйрăма куçарнă хыççăн, шăпах вăл пурнăçăма çăлассишĕн кĕрешме пуçларĕ. Икĕ хутчен УЗИпе пăхрĕç. Вар-хырăма та трубка çăттарса тĕрĕслерĕç. Кирлĕ эмелсемпе сиплерĕç. Реанимаци уйрăмĕнчи медицина сестрисене те конкурс витĕр алапа алласа ĕçе илнĕ пекех туйăнчĕ. Пĕринчен тепри тимлĕ те пултаруллă. Тухтăр хушнисене тĕплĕ те вăхăтра пурнăçласа пыраççĕ. Санитаркисем те çĕрĕпех чирлисем умĕнче. Мана вилĕмĕн сивĕ аллинчен туртса илнĕшĕн, вăхăтра тивĕçлĕ пулăшу панăшăн Зоя Анатольевна врача пĕтĕм чĕререн пин хут тав тăватăп.
Кăштах майлашăнсан мана хирурги уйрăмне куçарчĕç. Кунти уйрăма лайăх юсав туса çĕнетнĕ. Палатăсем çутă, таса. Мана сыватас ĕçе нумайранпа хирург пулса ĕçлекен уйрăм заведующийĕ Николай Александрович Дмитриев малалла тăсрĕ. Кирлĕ уколсене сестрасем вăхăтра туса тăчĕç. Санитаркăсем апатне те палатăна илсе пырсах апатлантарчĕç. Арăм та, маларах çырса кăтартнă пек, кашни кунах килсе çÿрерĕ. Пĕр палатăра сипленекенсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнтăмăр. Вĕсем те мана ырă та ăшă сăмахсемпе пулăшса тăчĕç.
Кунти уйрăмри хирургсен пĕрре те канăç çук. Васкавлă пулăшу машини чирлисене çĕрле те илсе килет. Хăшĕсене çийĕнчех операци тăваççĕ. Пĕрин – аппендицит, тепри йывăр сусăрланнă. Çапла вăл больница пурнăçĕ.
Хама сыватма хутшăннă больница ĕçченĕсене, УЗИ тăвакансене, пурне те ятран çырса кăтартаймăп, чĕререн тав тăватăп, пурнăçра çирĕп сывлăхпа тулли телей, йывăр та пархатарлă ĕçĕсенче яланах ăнăçу сунатăп, сирĕн умăрта пуçăма таятăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика