06 ноября 2009 г.
Юлашки çулсенче Чăваш çамрăкĕсен театрĕн ĕçĕсемпе паллашма тÿр килменччĕ те, асăннă коллектив Тăвайне килсен каç пулас умĕнхи ĕçсене вăр-вартарах туса пĕтерсе районти культура çуртне васкарăм. Пĕччен мар-ха, манпа пĕрле ялти театр артисчĕсем те, сцена искусствине кăмăллакан ытти çынсем те пырса çитрĕç унта. Шел пулин те, хальхи вăхăтра халăх театрсене сахалрах çÿрет, уйрăмах çамрăксем спектакльсене çÿременни пăшăрхантарать. Радио итлеместпĕр, чăвашла телепередачăсем пăхмастпăр, кĕнеке, хаçат-журнал вуламастпăр, театрсене çÿреместпĕр пулсан, чун валли мĕн юлать-ха; Çынна вĕлернине кăтартакан сериалсем-и; Пĕр-пĕрне хăваланине сăнарлакан компьютер вăййисемпе интернетран илнĕ ăпăр-тапăр картинăсемпе тулса ларнă кĕсье телефонĕсем-и;... Çав япаласене курса-итлесе ÿсекен ачасем мĕнлерех çынсем пулса çитĕнĕç-ши; Питĕ те шухăшлаттарать çакă.
Театр патнех таврăнар-ха. Пĕр вăхăт çамрăксен театрĕ “иккĕмĕш Чăваш драма театрне” çаврăннăччĕ. Ара, иккĕшĕ те ăмăртмалла Н.Сидоровăн сериал-камичĕсене сцена çине кăларатчĕ. Икĕ театр хушшинчи уйрăмлăх пач çухалнăччĕ. Анчах вĕсем пĕр ятлă мар-çке. Кашнин хăйĕн ячĕ, хăйĕн тивĕçĕ, тĕллевĕ пур. Çамрăксен театрне илсен унăн çитĕнекен ăрăва пурнăçри пулăмсене тĕрĕс хаклама, ырăпа усала уйăрма, пуян чун-чĕреллĕ, ырă кăмăллă, сăпайлă, пултаруллă пулма вĕрентмелле-çке. Килпетсĕр сăмах-юмахлă, пĕр-пĕрне унтан-кунтан хыпашланине кăтартакан постановкăсем мĕне вĕрентме пултарĕç-ха; Каллех ырă мара, çапла мар-и;
Телее, хальхи вăхăтра çамрăксен театрĕн репертуарĕ тĕпренех улшăнса çĕнелчĕ. Ку ахăртнех унта илемлĕх ертÿçи улшăннипе çыхăнчĕ пулас. Халĕ театрăн тĕп режиссерĕ С.Васильев. Сăмах май, Станислав Анатольевич пирĕн районтанах, Ураскасси ялĕнчен. Палăртма кăмăллă, вăл ялти халăх театрĕнче выляса ÿсрĕ, çавăнпах пулĕ хăйĕн пурнăçне те театрпах çыхăнтарчĕ. Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культурин факультетĕнчен, унтан Мускаври театр академийĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухрĕ. Шăпах вăл калăпланă ĕçпе паллашрăмăр та культура çуртĕнче. “Тăм тивнĕ чунсем” – çапла ят панă З.Долгова çырнă пьеса тăрăх лартнă спектакле. Ашшĕ-амăшĕн ăшшине, юратăвне туймасăр-курмасăр ÿсекен, çапкаланса çÿрекен, кил-çуртсăр ачасен пурнăçне чуна витермелле кăтартса параççĕ артистсем.
Хальхи пурнăçра кунашкал пулăмсене час-часах курма пулать те, сцена çинче пулса иртекен ĕçсене ĕненсех, чĕрене ыраттарсах пăхса ларатăн. Шăпи çапла килсе тухнă мĕскĕнсене, пĕчĕклех ачаш чунĕсене “тăм çапса” кайнă шăпăрлансене, хĕрхеннипе куççуль тумламĕсем пĕрре мар йăрлатса анчĕç.
Пĕчĕк Алюш тăван амăшĕ пур çĕртех хăйне тăлăх туять, ют килте ÿсет. Чунтан кĕтет вăл юратнă амăшне. “Анне, аннеçĕм, килсем часрах, ман сана курас килет”, – тет вăл пĕрмаях. Ольга Почалкина артистка сăнарлакан çак роль куракансене тыткăнларĕ.
Чăваш халăх артисткисем П.Владимирова–Чамжаева, С.Савельева, В.Григорьев, Н.Дмитриев, О.Бондарев, А.Никифоров, А.Семенова, Л.Яргейкин тата ыттисем те хăйсен сăнарĕсене куракансене килĕшмелле ăста выляса кăтартрĕç. Пултаруллă çамрăксем театра çĕнĕ варкăш илсе килни тÿрех сисĕнет. Спектакль вĕçленнĕ хыççăн артистсене куракансем тăвăллăн алă çупса тав турĕç, татах та килсе çÿреме ыйтрĕç.
Ентешĕсен ячĕпе Ураскассинчи халăх театрĕн режиссерĕ маттур коллектива ăшă сăмахсем каласа тав турĕ.