06 ноября 2009 г.
Фасциолез – сурăхсемпе качакасем, мăйракаллă шултра выльăх, лашасемпе сыснасем тата ытти выльăхсем хушшинче тĕл пулакан чир. Ăна фасциола трематодисем пуçараççĕ. Уйрăмах çамрăк выльăхсене хытă аптратать. Фасциолăсем выльăх пĕверĕнчи ват çулĕсене çăмартасем хураççĕ, вĕсем вара ват сĕткенĕпе пыршăлăха лекеççĕ, унтан каяшсемпе таврана сарăлса, личинка пуличчен аталанаççĕ. Личинкăсен пурăнаслăхĕ пысăк, вĕсем шывра, ÿсен-тăран, утă-улăм çинче 5 уйăх таран упранма пултараççĕ. Çав вĕтĕ хуртсем шывпа, апатпа выльăхсен хырăмлăхне лекеççĕ, пыршăлăхран юнпа е вар-хырăм хăвăлĕ урлă пĕвере çитеççĕ. Унта вĕсем 3–4 уйăх аталанса çитĕннĕ хурт пулаççĕ. Фасциолăсем пĕверте 5 е ытларах та çул пурăнма пултараççĕ.
Асăннă чир выльăх-чĕрлĕх отрасльне палăрмалла сиен кÿрет. Пирваях выльăхсен продуктивлăхĕ чакать. Чирлĕ выльăх сĕт сахал антарать, йывăрăш виçине çухатса пырать, сурăхсенчен çăм касса илесси 40 процент таран чакса ларма пултарать. Ун пек выльăхсен пĕверне çимеççĕ, какайĕпе сĕчĕн пахалăхĕ япăх.
Чир йывăрпа иртет. Сурăхсемпе качакасен вăл уйрăмах кĕркунне палăрать. Чирлĕ выльăхăн ÿт температури ÿсет, апат ирĕлтерекен органсен ĕçĕ пăсăлать, выльăх тикĕс сывлаймасть, хăйне канăçсăр тытать, унăн пĕверĕ чирлĕ. 5–7 кунран выльăх вилсе выртма та пултарать.
Чир вăраха пырсан, выльăх начарланать, апат йĕркеллĕ ирĕлтерейменнипе вăл йывăрăшне çухатать, продуктивлăха чакарать, вăхăт-вăхăт кÿпĕнет, япăх кавлет, варвиттипе аптрать. Унашкал выльăх çăмĕ тăкăнать, вăл хырăм пăрахать, пĕверĕ сарăлать. Хуртсем вăйлах тапăнман чухне чир хăйне пит палăртмасть, выльăхсен продуктивлăхĕ кăна чакать.
Выльăх чирлине эпизоотологи кăтартăвĕсем, чир палăрăмĕсем тата унăн каяшне тĕпчени тăрăх пĕлме пулать. Тăвайри ветеринари лабораторийĕнче выльăхсем трематодозăпа чирлине копрологи тĕпчевĕсем (каяшсене тĕрĕслесе) туса палăртаççĕ. Çак ĕçе фасциолезран сипличчен 2 эрне маларах тата сипленĕ хыççăн тепĕр 2 эрнерен йĕркелемелле. Сурăхсемпе качакасен пĕверне фасциолăсем çăмарта хывни ноябрь-декабрьте, мăйракаллă шултра выльăхсен декабрьте палăрать. Çавăнпа та чире хирĕç ноябрьтен пуçласа кĕрешме тытăннин усси пысăк. Мăйракаллă шултра выльăхсенне гельминтсене (паразит хуртсене) пĕтерес ĕçе декабрь-февраль уйăхĕсенче йĕркелеççĕ, кирлĕ пулсан, кĕтĕве кăлариччен пĕр уйăх маларах тепре туса ирттерме пулать; сурăхсемпе качакасенне – декабрьте, иккĕмĕш хут – январь вĕçĕнче.
Тăвайри ветстанци аптекинче тата ялсенчи ветеринари участокĕсенче фасциолезран сиплемелли тата чиртен сыхланмалли ку чухнехи препаратсем çителĕклĕ. Çавăнпа та паха продукци илес тесен, выльăхсене тĕрлĕ чир-чĕртен сыхлас тĕллевпе профилактика ĕçĕсем туса ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ.