03 ноября 2009 г.

Октябрĕн 29-мĕшĕнче Чăваш телевиденийĕ çĕнĕ хыпарсен кăларăмĕнче Шупашкарти “Çăкăр” акционерсен обществинче Н.В.Федоров Президент пулнине кăтартрĕ. Николай Васильевич унта налогсене вăхăтра тÿлесе тăракан республикăри предприятисемпе организацисен ертÿçисене пухнă. Кризиса пăхмасăр кунти коллектив производство кăтартăвĕсене лайăхлатсах, ассортимента пуянлатса пырать, çĕнĕ линисем хута ярать, çĕнĕрен ĕç вырăнĕсем тăвать.
Президент коллектив ячĕпе тĕл пулура нумай ăшă сăмах каларĕ, коллектива, республика бюджетне иртнĕ çулпа танлаштарсан налог куçарса парассине ÿстерме пултарнăшăн, тав турĕ. Çакна ниме пăхмасăр тупăшлă ĕçлесе пыракан предприятисенчен кăна кĕтме пулать. Вĕсем вара кризис тапхăрĕнче пăччи-паччи кăна. Чунтан савăнтăм Николай Васильевич пирĕн ентеш ертсе пыракан (обществăн генеральнăй директорĕ Елена Игнатьевна Бадаева – Çĕнĕ Ишпуçĕнчен) предприяти ĕçне пысăк хак панăшăн.
Шутласассăн, Елена Игнатьевна 17 çулти хĕр пуççăн çăкăр заводне техничкăна пырса кĕнĕ те 40 çул ытла ĕçлесе заводри пур профессие те тенĕ пек алла илнĕ, производствăна алăри пилĕк пÿрне пек пĕлет. Вăл темиçе созыв ĕнтĕ Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: Е.И.Бадаева Н.В.Федоров Президента производствăпа паллаштарать.