АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаратăн та, Алик! (Спорт)

03 ноября 2009 г.

Пултаратăн та, Алик! (Спорт)

Чÿкçырминчи Алексей Косарев нумаях пулмасть шашкăлла выляссипе Раççей чемпионатне хутшăнса спорт мастерĕн нормине пурнăçлани, ун хыççăнах районта çĕнĕ спорт сезонĕ уçăлнине халалланă ăмăртура çĕнтерÿçĕ пулса тăни çинчен вулакана пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Иртнĕ эрнере вара (октябрĕн 23–26-мĕшĕсенче) “çĕнĕрен пиçсе тухнă мастер” шашкăлла выляссипе Чăваш Енре пĕрремĕш хут СССР спорт мастерĕ ята тивĕçнĕ Анатолий Фомина асăнса ирттернĕ çулленхи турнирта Алексей Егорович 9 очко илме май пур çĕртен 8 очко пухса 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Ку пирĕн республикăри чи сумлă турнирсенчен пĕри, ăна Раççей шайĕнчи темелле (унăн ячĕ те Пĕтĕм Раççейри асăну турнирĕ!), мĕншĕн тесен 38 участникрен 5-ĕшĕ – Йошкар–Оларан, пĕри – Саровран, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкартан. Вĕсем хушшинче 5 спорт мастерĕ, ыттисем – кандидатсем. Республика чемпионĕ Ю.Владимиров мастер кандидачĕ (вăл та пирĕн районтан, Тăрмăшран) 6,5 очкопа 2-мĕш вырăн йышăнчĕ (пĕр-пĕрин хушшинчи тĕл пулăва А.Косарев выляса илнĕ). Саров хулинчен (Горький обл.) пынă Л.Сидоровпа Н.Дмитриев мастерăн та (Вăрмар) 6,5 очко, анчах Бухгольц коэффициенчĕпе пĕрремĕшĕ 3-мĕш, иккĕмĕшĕ 4-мĕш вырăнсене юлчĕç. В.Наумов мастерпа (Вăрнар) О.Вакин кандидатăн (Вăрмар, вăл та электронлă версире пĕлтĕр мастер нормативне пурнăçланă) – 6-шар очко. Пирĕн районтан В.Пастухов кандидат та хутшăннă турнира, анчах малтисен шутне лекеймен.
Шашистсем икшер парти вылянă (пĕтĕмĕшле вăхăт кашнине 20-шер минут).
Çывăх вăхăтрах шашкăлла выляссипе республикăра финал пулмалла. Унта 14 çынна хутшăнтарма пăхнă, çав шутра А.Косаревпа Ю.Владимирова та.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Анатолий Фомина асăнса ирттернĕ турнир çĕнтерÿçи Алексей Косарев медальпе тата I степень дипломпа.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика