03 ноября 2009 г.
Çак ятпа республикăра юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен акци пуçланнă. Асăннă тапхăрта районта та спорт ăмăртăвĕсем, конкурссем, сывлăх кунĕсем, сывă пурнăç йĕркине анлăн сарма пулăшакан ытти мероприятисем иртнĕ.
Тăрмăшри вăтам шкулти волонтерсем “Эпир сывă пурнăç йĕркишĕн!” чĕнÿпе линейкăна тăнă. Вĕсем тантăшĕсемпе кĕçĕн ÿсĕмрисем хушшинче эрех-сăра ĕçнин, пирус туртнин, наркомани сиенĕ çинчен сăмах хускатнă. Киревсĕр йăласем çинчен ачасене ача чĕлхипе ăнлантарни ÿсă кÿретех ĕнтĕ. Шкулта йĕркеленĕ информаци площадкинче те тĕрлĕ материал вырнаçтарнă. Кашниех хăйне хумхантаракан ыйту çине тулли хурав илме пултарать. Кунтах “Эпĕ сывă пурнăçа суйлатăп” ятпа профилактика викторини ирттернĕ. Чи активлисене призсем парса хавхалантарнă.
Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкулта физкультурăпа спорта, сывлăхшăн усăллă апат-çимĕçе пропагандăлакан, алкоголизма, ытти сиенлĕ йăласене сивлекен буклетсем хатĕрленĕ. Вĕсене халăх хушшинче те сарнă.
Эльпуçĕнчи вăтам шкулта “Эпир таса ялшăн” акци вăхăтĕнче шкул территорине тирпей-илем кĕртнĕ хыççăн ял урамĕсене тасатма тухнă. “Эпир пурăнакан тавралăх санитари тĕлĕшĕнчен таса пултăр”,– теççĕ çамрăксем.
Акци малалла пырать, вăл декабрь вĕçĕччен тăсăлать.