АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Профилактикăн пĕлтерĕшĕ пысăк, ăна çÿллĕрех шая çĕклемелле (Правопорядок)

03 ноября 2009 г.

Çак уйăхра шалти ĕçсен пайĕнчи канашлура кăçалхи 9 уйăхри ĕçе пĕтĕмлетнĕ. Унта хускатнă тĕп ыйтусенчен пĕри право йĕркине пăснине сирсе ярасси пулнă. Профилактика ĕçĕнче милицин участокри пункчĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем пирĕн районта 10 шутланаççĕ. Шалти ĕçсен пайĕнче вара милицин участокри 8 уполномоченнăйĕ тăрăшать (хăш-пĕрисем икĕ участокпа ĕçлеççĕ). Участокри пунктсенчен саккăрăшне уйрăм пÿлĕмпе тивĕçтернĕ, тепĕр иккĕшĕ ял поселенийĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен ĕç пÿлĕмĕнче вырнаçнă. Пур участокри пунктра та çĕнĕ вывескăсем, граждансене йышăнмалли график çырса çапнă.
Отчетлă тапхăрта патшалăх профилактика системин ыйтăвĕсене тĕп тимлĕх уйăрнă. Ку тĕлĕшпе районта «2009–2012 çулсенче право йĕркине пăсассине сирсе ямалли комплекслă мерăсем» тĕллевлĕ программа йышăннă. Ял поселенийĕсем çумĕнче профилактика канашĕсем йĕркеленĕ.
2009 çулхи 9 уйăхра район территорийĕнче обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕ енĕпе 71 преступлени (пĕлтĕр – 73) регистрациленĕ. Çав вăхăтра вĕсене уçса парасси кăштах чакнă (2009 ç. – 93,7, 2008 ç. – 97 проц.). Йывăр преступленисем ытларах пулса пыма тытăнни сисĕнет (28, 2008 ç. – 18). Ют пурлăха çаратасси кăшт чакнă (31–36).
Лару-тăрăва япăхлатас мар тесе, обществăлла хăрушсăрлăх милици служби тĕллевлĕ ĕçлесе пыма, патрульпе пост службин маршручĕсене улăштарсах тăма тăрăшнă. Тăвай, Тĕмер, Нăрваш, Тушкил ялĕсенче вĕрентекенсемпе ачасен ашшĕ-амăшĕн пĕрлехи патрулĕн ĕçне йĕркелесе янă. Унăн йышĕнче 1 вĕрентекен, 3 ашшĕ-амăшĕ тата милици сотрудникĕ. Патруль эрне вĕçĕнче (эрнекун, шăматкун тата вырсарнире) каçсерен – 21 сехетрен руçласа 23 сехетчен – çамрăксем йышлăн пуçтарăнакан вырăнсене (культура çурчĕсемпе клубсене, дискотекăсене, компьютер салонĕсене) тĕрĕслесе тăнă. Ашшĕ-амăшĕн патрульне йĕркеленĕ çĕрте обществăлла вырăнта йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулман.
Унччен судпа айăпланнă çынсем тепĕр хут преступлени ан туччĕр тата ÿсĕрпе пулакан преступленисен шутне чакарас тĕллевпе обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕ прокуратура ĕçченĕсем, уголовнăй айăплавсене ĕçе кĕртнине тĕрĕслесе тăракан инспекци пуçлăхĕпе, участокри уполномоченнăйпа, çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторпа тата ял поселенийĕн пуçлăхĕпе пĕрле ялсене тухса калаçусем ирттернĕ, учетра тăракансемпе тĕл пулса калаçнă.
Кашни эрнерех район территорийĕнче рейдсем пулнă. Вĕсене милици ĕçченĕсемсĕр пуçне ял поселенийĕсен администрацийĕсенче ĕçлекенсене, общественноçа анлăн явăçтарма тăрăшнă. Çакнашкал рейдсен усси пысăк. Вĕсем административлă право йĕркине пăсакансене, преступленисене тупса палăртма пулăшаççĕ.
Кăçалхи 9 уйăхра закона пăсса алкоголь продукцийĕ сутнă (РФ Уголовнăй кодексĕн 238 статйин 1-мĕш пайĕ) 4 преступлени тупса палăртнă (2008 ç. – 2)..
Милицин участокри уполномоченнăйĕсен профилактика ĕçĕнчи витĕмне ÿстерсе пырассинче, общественноçпа тачă çыхăнса ĕçлессинче хамăрăн тивĕçе куратпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика