АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паян – пулас тухăçшăн (Сельское хозяйство)

30 октября 2009 г.

Паян – пулас тухăçшăн (Сельское хозяйство)

Ĕçлекеншĕн ялан ĕç тупăнать тенĕ евĕр, “Шимкусский” ял хуçалăх кооперативĕнче те алла усса лармаççĕ, çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса малалла çĕртме сухи тăваççĕ, çĕр кăпкалатаççĕ. Малтан тыр-пула ăнăçлă пухса кĕртнĕ 1293 гектар çинчен. Районти тĕп агроном каланă тăрăх, тушкилсен тырă уйĕ кашни гектар пуçне 20 центнер ытла тухăç панă. Çитес çул валли кĕр тыррисем нумай акса хăварнă, вĕсем пурĕ 639 гектар йышăннă. Тенеялĕнчен Тушкил ялне уй урлă каçрăмăр та, паркаланакан сип-симĕс калча куçа тыткăнларĕ. Унра – пулас тухăç вăйĕ. Çавăн пекех çитес çуракинче акма сухаласа хатĕрленĕ е дисклă сÿрепе кăпкалатнă уйсем те куçа курăнаççĕ. Халĕ те касă хыççăн касă тăваççĕ Хуçалăхăн машина-трактор паркĕнчен инçех мар, вăрман енче, Т–150 трактор суха тăвать. Унпа Геннадий Михайлович Егоров (Улянкă çынни) ĕçлет. Владимир Александрович Маргушовпа Юрий Николаевич Дубровин механизаторсем те уйра, терĕç. Сăхăтпуç енчи уйра, чăн та, Ю.Дубровин МТЗ–1221 тракторпа тата БДМ–4 агрегатпа çĕр кăпкалататчĕ. Çав вăхăтра унта хуçалăх ертÿçи Юрий Алексеевич Алексеев та пырса çаврăнса кайрĕ. Вăл мĕнле ĕçленипе тата ĕç пахалăхĕпе кăсăклансах тăрать пулас.
Асăннă хуçалăхрах тислĕк те кăларать икĕ-виçĕ транспорт: сысна ферминче пухăннине юнашар уя турттарса тухаççĕ. Ку ĕçе Николай Павлович Яковлев, Николай Витальевич Константинов, Виталий Николаевич Николаев тата Владимир Ильич Алексеев механизаторсене явăçтарнă. В.И.Алексеев завгар-ха вăл, анчах кунта ЮМЗ тракторпа, погрузчикпе, тислĕк тиесе тăрать. Ĕçлеççĕ, пĕр самантлăха та ахаль тăмаççĕ. Эпир пынăран çеç çапла хыпаланса ÿкмерĕç пулĕ тетĕп.
ЯХПКн çĕр улми хранилищи те кунтах. Путвалĕ тулли, ахăртнех, фермерсем те кунта упраççĕ пулас хăйсен çĕр улмине. Пирĕн умра çĕр улми тиенĕ икĕ трактор килчĕ тележкăсемпе. Çук, уйран мар, сутлăх тытса упранă çĕртен иккен. Илсе пĕтерейменни ку. Пĕр тракторĕпе Алексей Гурьевич Моряков тĕп инженер пулчĕ. “Хăйĕн Т–40 тракторĕпе вăл”, – терĕç çĕр улми пушатакансем – Владимир Павлович Ахилле, Алексей Степанович Степанов, Юрийпе Михаил Анатольевич Павловсем тата Валентин Николаевич Емельянов.
Ĕç пур чухне ял ĕçченĕсем хăйсен професси уявне те ĕçре кĕтсе илме хатĕр.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Ю.Н.Дубровин механизатор çĕр кăпкалатать.
А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика