АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастарлăхпа хушăнать (Сельское хозяйство)

30 октября 2009 г.

Хастарлăхпа хушăнать (Сельское хозяйство)

Çураки çитсен кăçал йывăрлăхсене çĕнтерсе тухайрăпăр-ши текен шухăш та канăç паманччĕ пĕр вăхăт. Çапах та çине тăтăмăр, пур-çука пĕрле пухса, вăйсене ĕçе кĕртрĕмĕр, ял хуçалăх культурисене май килнĕ таран вăхăтра акса хăварса чиперех пухса илтĕмĕр. Пĕтĕмпе 521,6 тонна тырă кĕчĕ. Ăна Моисей Петров, Михаил Моисеев, Владимир Ермолаев комбайнерсемпе вĕсене пулăшаканĕсем çапса тĕшĕлерĕç комбайнсемпе. Вĕсем пирĕн çĕнĕ мар ĕнтĕ, анчах вырмара, вансан-тусан та, ахаль лармарĕç. Тырра уйран кĕнине-пĕрне, çийĕнчех тасатса тирпейлесе, кĕлете кĕртсе пытăмăр. Çитес çуракинче акмалли вăрлăхсене Петкус–гигант сортировкăпа алласах тасатса хатĕрленĕ. Çынсем ÿркенмеççĕ пирĕн: йĕтемре те, фермăпа машина-трактор паркĕнче те, тĕпрен илсен, тăрăшса ĕçлеççĕ. Ку вăл çапла пулмалла та ĕнтĕ, пурлăх вăй хумасăр хушăнмасть.
Кăçал кĕр тыррисем те акнă. Валерий Андреев механизатор икĕ ывăлĕпе пĕрле акрĕ пĕтĕм тырра. Урăхла каласан, çемье агрегачĕ тăрăшрĕ кĕр акинче. Тритикале, кĕрхи тулăпа ыраш акса хăвартăмăр. Çĕр улмипе чĕкĕнтĕре те кăларса пухса, путвалсене хунă. Хĕрлĕ чĕкĕнтĕр 30 тонна таран та пур сутлăх, тепĕр 10 тонна стандартлă маррине упрама хунă. Анчах путвалсем кивелсе çитни пăшăрхантарать. Апла пулин те, çĕрулмипе хĕрлĕ чĕкĕнтĕре çитес çул та пăртакшар акса-лартса тума палăртатпăр.
Фермăри выльăхсене ку таранччен кĕтÿрех çÿрететпĕр-ха, витене кĕрсен кăна апат хушса паратпăр. Ĕнесем халĕ пăрулас умĕн сĕт пăрахса пыраççĕ, çитес уйăх вĕçĕнчен пăрулама тытăнаççĕ. Çавăнпа хальхи вăхăтра сăвăма пысăк теме çук. Сĕтне Тăвайри çу заводне литрне 7 тенкĕ те 50 пуспа ăсататпăр. Дояркăсем пирки ырăпа асăнас килет: Альбина Иванова, Луиза Гурьева, Надежда Зайцева виççĕшĕ те хастар, ĕçе чунтан-вартан парăннă хĕрарăмсем. Надежда Дмитриевапа унăн мăшăрĕ Эдуард пăрусене юратса пăхаççĕ, çамрăк пăрусенчен пуçласа самăртаканнисемпе пушмак пăрусем таранах вĕсен аллинче.
Сысна ферминче Алевтина Александровапа Зинаида Сергеева тăрăшаççĕ. Кунта çурасем çăвăрлаттарса илсе сутатпăр. Халĕ те хĕрĕх-хĕрĕк пилĕк çура юлнă сутмалли.
Çавăн пекех тырă (урпа), рулонланă улăм сутатпăр çынсене. Фермăри выльăх-чĕрлĕх валли тĕрлĕ апат сахал мар хатĕрлесе хунă. Халĕ те ферма валли улăм рулонлатпăр. Хĕлле те сĕт тата ытти продукци нумайрах туса илсе ытларах тупăш тăвас ĕмĕтпе ĕçлесе пурăнатпăр. Хальхи пурнăçра ĕçе йĕркелессине çĕнетсе пыни кирлĕ.
Районти ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕнче пирĕн хуçалăхри Луиза Васильевна Гурьева дояркăна, Владимир Васильевич Сичуркин токаре, Александр Николаевич Петров хурт-хăмăр ăстине чыслассине пĕлетпĕр. Çакăнпа пĕрлех кооперативра вĕсем пек хастар çынсем татах та пуррине пĕлсе тăма кăмăллă. Професси уявĕпе вĕсене пурне те!
 
Сăн ÿкерчĕкре: Владимир Васильевич Сичуркин.
А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика