АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çинче йĕрке пултăр (Правопорядок)

30 октября 2009 г.

Çул çинчи тимсĕрлĕх инкек-синкек патне илсе пырать. Акă 10 уйăх хушшинче районти çулсем çинче 15 инкеклĕ ĕç пулса иртрĕ, вĕсенче 6 çын пурнăçĕ татăлнă, 20-шĕ сусăрланнă.
Транспорт хатĕрĕсем çапăнни, çаврăнса ÿкни, çавăн пекех çуран çÿрекенсене çапса хăварни чылай чухне пысăк хуйхăпа вĕçленет. Тишкерсен, курăнать ĕнтĕ, автоаварисем ытларах чух çак сăлтавсемпе пулаççĕ:
–водительсем çул çÿремелли йĕркесене сĕмсĕррĕн пăснипе;
–çуран çÿрекенсем çул çинчи паллăсене пăхăнманнипе, палăртман вырăнтан çул урлă каçма тăнипе;
–руль умĕнчи ÿсĕр водительсен айăпĕпе.
Çуран çул çÿрекенсем!
Эсир çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнни хăвăра та, ытти çынсене те инкеке лекесрен сирсе яма май парать. Сывлăха, пурнăçа, пурлăха упраса хăварасси хамăртанах килнине яланах асра тытасчĕ.
Çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсем!
Çул çинче хăрушлăх сиксе ан тухтăр тесен, транспорт çÿрекен çулсем шанчăклă пулччăр.
Транспорт хатĕрĕсен водителĕсем!
Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ сирĕн алăра! Çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнса, тивĕçлĕ хăвăртлăхпа çÿресен, инкек-синкек те сиртен айккипе иртĕ. Тимлĕ те сăпайлă пулăр, пĕр-пĕрне çул парăр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика