30 октября 2009 г.
“Чутеевский” ял хуçалăх производство кооперативне Виталий Петрович Гуринпа (председатель) Виталий Леонидович Шерне (управляющи) ертсе пыма тытăннăранпа хуçалăхра ĕçсем кал-кал пулса пыма тытăннă. Районти ял хуçалăх ĕçченĕсен праçникĕ умĕн эпир В.Л.ШЕРНЕ управляющипе курса калаçрăмăр, професси уявĕпе саламларăмăр, ăна хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе малашлăх тĕллевсем çинчен каласа пама ыйтрăмăр.
–Ĕçсем майĕпен майлашăнса пыраççĕ, – терĕ Виталий Леонидович. –Кăçал эпир 519 гектар тырă акрăмăр. Çакăнтан пĕчĕк пайне списать тума тиврĕ пулсан та, эпир бункер виçипе 960 тонна тырă пухса кĕртрĕмĕр. Çурхи тулăпа урпа чи пысăк лаптăксем йышăннă. Унсăр пуçне тата таса хальлĕн 50 гектар люцерна акнă, вăл лайăх шăтса паркаланнă. Çавăн пекех хуратулпа вика вуншар гектар тата ултă гектар выльăх кăшманĕ акнă. Пурне те пухса илнĕ, хуратула пĕр кассине сенажа та янă. Тырăсене кĕлете икшер хут алласа кĕртнĕ, кĕçех вăрлăхлăх тепĕр хут сортласа типтерлеме тытăнатпăр. Калас пулать, çурхи тулăпа урпана элита вăрлăхсемпе акса хăварнă, халĕ вĕсем пĕрремĕш репродукциллĕ. Ял хуçалăх культурисен элита вăрлăхĕсене Вăрнар районĕнчи вăрлăх ĕрчетекен “Санары” агрофирмăран Виталий Петрович Гурин хăйĕн укçи-тенкипе туянса панă. Хамăр хуçалăхăн пирĕн 100 гектар акмалăх çеç вăрлăх пулнă, ыттине веçех туяннă. Люцернăпа выльăх кăшманĕн вăрлăхĕ туянма çеç 333 пин тенкĕ янă. Çапла, производствăна укçа-тенкĕ хывмасăр аталантарса пыма е малалла яма çук. В.П.Гурин ку тĕлĕшпе питĕ мал курăмлă çын. Вăл Шупашкарта икĕ сменăпа ĕçлекен çĕвĕ цехĕ тата Çĕрпÿ хулинче кайăк-кĕшĕк фабрики тытать (унта хурсемпе кăвакалсем ĕрчетет, страуссем, путенесем усрать), инкубатор та пур. Çав вăхăтрах “Чутеевский” хуçалăха аталантарма та укçа-тенкĕ нумай хывать. Эпир, сăмахран, топливăран пĕр кун та татăк тăман. Ăна пире пурĕ 36,4 тонна (545 пин тенкĕлĕх) туянса панă. Çуракинче тырăсене ретсене минераллă удобрени хывса акнă, вĕсене хуçалăха 95 тонна (846 пин те 500 тенкĕлĕх) илсе панă. Çавăн пекех В.П.Гурин икĕ Т–150 трактор, пĕр БДМ дисклă сÿре, рулонлă пресс-подборщик, ГВК–6 трактор кĕрепли, Е-281 вĕтетекен машина, “Палессе” комбайн туянса пулăшрĕ. Комбайн валли 3 миллион та 900 тенкĕ кредит илнĕ. Ăна та проценчĕ-мĕнĕпех хăй татма пулать. Вĕсемсĕр пуçне тата вăрлăх сортласа, калибрласа хатĕрлеме “Петкус–Гигант” сортировка илсе парас шухăшлă.
Çаксем пурте производствăна аталантарса пыма, тухăçлăха, ĕçлес хастарлăха ÿстерме май параççĕ. “Палессе” çĕнĕ комбайн, сăмахран, 6 метр сарлакăш тырă вырса çапать. Унпа Алексей Сергеевич Бараматов комбайнерпа ăна пулăшаканĕ Вениамин Романович Куракин питĕ кал-кал тата тырра тăккаламасăр ĕçлерĕç.
Çапса илнĕ тырра йĕтемре икĕ сменăпа алласа типтерленĕ, çийĕнчех складсене кĕртнĕ. Дисциплинăна, йĕркене пăсакансем пулчĕç хушăран, вĕсене улăштарма тиврĕ.
Выльăх апачĕ çителĕклĕ тата пахалăхлă хатĕрлеме рулонлă çĕнĕ преспа ГВК–6 трактор кĕрепли илсе пани нумай пулăшрĕ. Выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарма рулонласа 250 тонна паха утă, 450 тонна сенаж тата улăм чылай хатĕрлеме май килчĕ. Концентратлă апатсем авăртса хатĕрлеме фуражлăх тырă уйăрнă. Тырă тенĕрен, ăна Çĕрпÿри кайăк-кĕшĕк фабрикине те ăсататпăр. Ăна фабрика пирĕнтен, “Чутеевский” хуçалăхран, килограмне 5 тенкĕпе туянать.
В.П.Гурин пур енĕпе те хăй пулăшса пырать. Акă хуçалăх ферминче пурĕ 123 пуç мăйракаллă шултра выльăх шутланать, çав шутран сăвакан ĕнесем – 44 пуç. Виталий Петрович 10 пуç швицки йăхлă ăратлă выльăх туянса пачĕ. Сăвакан ĕнесен шутне килес çулах 70–80, малашне вара 200 пуçа çитерме ĕмĕтленетпĕр. Сĕтрен çулталăк тăршшĕпех укçа кĕнине шута илетпĕр. Унпа электроэнергишĕн вăхăтра татăлса пыма та, çитнĕ таран хуçалăхăн ытти нушисемпе усă курма та май килĕ. Хальхи вăхăтра кашни ĕнерен талăкра вунă килограма яхăн сĕт суса илетпĕр. Ăна Комсомольски районĕнчи “Нур” предприятие литрне 8 тенкĕ те 50 пуспа сутатпăр.
Халĕ ĕне вити тăррине юсама пикеннĕ çумăр кайнăран. Каштисене хурса тухнă. Шиферне В.П.Гурин кĕçех туянса пама пулчĕ. Тислĕк транспортерĕсем те кивелсе çитнĕ. Вĕсене те çĕнни илсе парасшăн. Сĕт сивĕтмелли установкăна хута ятăмăр.
Çакнашкал хуçапа ĕçлеме те кăмăллă. Соляркăпа (топливăпа) татăк тăратманранах эпир мĕнпур лаптăкра çĕртме сухи туса хăвартăмăр, çав шутран халиччен усă курман 300 гектар çĕре сухаланă. Валерий Сергеевич Жарков, Валерий Геннадьевич Цирульников сухаçăсем икĕ сменăпа ĕçлерĕç. Юрий Викторович Алексеев БДМпа кăпкалатрĕ. Кăçал кĕрхи тĕш тырă культурисене те 338 гектар таран акса ĕлкĕртĕмĕр. Çак шутран 322 гектарĕ – кĕрхи тулă, ытти – кĕрхи ыраш.
Хуçалăх ĕçĕсенче Николай, Виталий тата Владимир Михайловсем, Валерий Сергеевич Шамбулин тата ытти хăш-пĕр ĕçченсем тÿрĕ кăмăлпа тăрăшаççĕ, производствăна аталантарса пыма хăйсен тÿпине хываççĕ. Ял ĕçченĕсем çĕр ĕçпе выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессине çулран çул ÿстерсе пыма палăртаççĕ. Çавна май вĕсене пурне те ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен уявĕпе ăшшăн саламлас, пурнăçра тата ĕçре ăнăçусем, телей сунас килет.
Источник: "Ял ĕçченĕ"