АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрхи уявра савăнчĕç (Образование, культура)

30 октября 2009 г.

Пирĕн шкулта кашни çулах кĕрхи бал йĕркелеççĕ. Кăçал та хаваслă иртрĕ çак уяв. Ăна кĕçĕн классенче вĕренекенсем пуçларĕç. Çут çанталăк парнеленĕ çимĕçсемпе çулçăсенчен тунă япаласен выставкине хатĕрленĕ вĕсем. Ачасен ĕçĕсем Кĕркуннен (Александра Григорьева) кăмăлне кайрĕç. Ксюша Александровапа Аня Серафимова ертсе пынипе мĕн кăна тумарĕç пулĕ пуçламăш классенче вĕренекенсем Кĕркуннене юрас тесе. Тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупрĕç, сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç, вăйăсем вылярĕç, Кĕркуннене савăнăç кÿчĕç.
Юлашкинчен кашни класран пĕрер Кĕр пике суйларĕç. Вĕсене харпăр хăй класĕсенчи арçын ачасем тумлантарчĕç. Акă, илĕртÿллĕ сакăр мăшăр пулса та тăчĕ. Вальс кĕвви янăраса кайрĕ. Кĕвĕ майăн вĕсем сцена çинче çаврăнчĕç.
Жюри членĕсем уявра 3-мĕш класс ачисем пултаруллă пулнине палăртрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене 2-мĕшпе 4-мĕш классем йышăнчĕç. 1-мĕш класра вĕренекенсем те уявра чунтанах савăнчĕç. Пурте приза тивĕçлĕ пулчĕç.
х х х
Кĕрхи уява вăтам классенче вĕренекенсем малалла тăсрĕç. Чи малтанах хăйсемпе паллаштарчĕç. 8-мĕш класра вĕренекенсем кĕрхи чечексен асамлă балне кăтартрĕç. 7-мĕшсем вара кăмпасемпе паллаштарчĕç. “Пĕчĕкçĕ тумламсем” (6 класс), “Сарă çулçăсем” (5 “а” класс), “Манăн çемье” (5 “б” класс) ушкăнсем те хăйсем çинчен кулăшла каласа пачĕç.
Уява Оля Петуховăпа Александр Яковлев (9 кл.) ертсе пычĕç. Тĕрлĕ вăйăсем, хаваслă шÿтсем, янравлă юрăсем, ташăсем кашнин кăмăлне çĕклерĕç.
Чи пултаруллисем çаксем: 8 класс (1-мĕш вырăн), 6 класс (2-мĕш), 7 класс (3-мĕш). Уява хутшăннисене пурне те арбуз парса хавхалантарчĕç.
х х х
Каçхине вара аслă классем Кĕркунне патĕнче хăнара пулчĕç. Дискотекăра ташласа савăнчĕç, юрларĕç, тĕрлĕ конкурссенче пĕр-пĕринпе ăмăртрĕç. Чи маттуррисем 11-мĕшсем пулчĕç. 9–10 классем те пултаруллă. Уяв вĕçленсен тутлă тортпа хăналантăмăр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика