27 октября 2009 г.
Кунĕпех çын татăлмасть Раççей Перекет банкĕн Канаш уйрăмĕн Тăвайри хушма офисĕнчен. Халăха нумай енлĕ услугăсем параççĕ кунта. Хваттершĕн, çутăпа, газпа усă курнăшăн тата вун-вун тĕрлĕ тÿлевсем йышăнаççĕ, ача-пăча пособийĕсем, компенсацисем, субсидисем параççĕ. Акă, хăшĕсем килти хушма хуçалăха аталантарма, çурт-йĕр çавăрма, автомашина е компьютер илме, ял хуçалăх техники туянма е ытти валли кредит илесшĕн – асăннă ыйтусемпе кредит пайĕнчисем тулли информаципе тивĕçтереççĕ. Вкладсемпе пенси укçисене перекет кĕнеки çине хуракансем те сахал мар. Банк урлă хăш-пĕр организацисем ĕç укçи парассине, шутлав операцийĕсене йĕркеленĕ.
Ĕçсен калăпăшĕ çулсерен ÿссех пырать. Вĕсене компьютерсемпе, автомат аппарачĕсемпе йĕркелени ĕç тухăçлăхне ÿстерме, банк операцийĕсене хăвăрт йĕркелеме май параççĕ.
Куратпăр, банк системинче вăй хуракансен ĕçĕ кăткăс та нумай енлĕ. Çивĕч ăс-тăн, анлă тавракурăм кирлĕ. Пĕр-пĕрне ĕç вырăнĕнче ылмаштармалли те килсе тухать. Çавăнпа вĕçĕм вĕренÿре пулмалла, çĕнĕлĕхсене алла илмелле. Унсăр пуçне кашни клиентпа пĕр чĕлхе тупса тимлĕ те кăмăллă пулмалла.
“Пăхатăп та, коллективра ĕçлекенсенчен ытларахăшĕ çамрăксем сирĕн. Вĕсенчен хастарлăхпа палăракансене асăнаймăр-ши;“– тесен, офис заведующийĕ Александр Павлович Краснов çапла хуравларĕ: “Чи çамрăкки пирĕн – кредит инспекторĕ Эмилия Маркова. Тăвай хĕрĕ пĕлтĕр Чăваш патшалăх университетĕнче экономика факультечĕ пĕтернĕ хыççăн килнĕ ĕçлеме. Кĕске вăхăтрах ĕçе хăнăхрĕ. Юнашар ăста та пултаруллă, ырă вĕрентекен пурри те ăсталăха туптаса пыма пулăшать ăна”.
Çамрăксен наставникĕ тенĕрен, сăмах кунта кредитсем енĕпе ĕçлекен Эллада Анатольевна Михайлова тĕп инспектор пирки пычĕ. Пилĕк çул вăл çак специальноçпа вăй хума пуçлани. “Чыслăн, тÿрĕ кăмăлпа туса пырать хăйĕн тивĕçне, çынсемпе сăпайлă”,– терĕç ĕçтешĕсем те.
Харсăр çамрăксен йышĕнче – Алина Семенова, Олеся Иванова кассирсем, Надежда Сидорова инспектор, Надежда Иванова контролер, Светлана Антипова контролер-кассир.
Çамрăк ăру пирки сăмах хускатрăмăр пулсан, вĕсене вĕрентсе пыракансем те ырă сăмаха тивĕçлĕ.
Халăх хушшинче сумлă ят çĕнсе илнĕ, банкра вун-вун çул тăрăшакан Любовь Синякова, Надежда Морозова, Тамара Миронова, Раиса Кашмачкова, Вера Дмитриева тата ыттисем çамрăксене банк ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшаççĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"