АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Палăртнине пурнăçа кĕртсе (Культура)

27 октября 2009 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ 2007 çулта “ЧР ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен” йышăннă Указне пурнăçа кĕртессипе районта малалла ĕçлеççĕ.
Культура çурчĕсене модернизацилес енĕпе ирттернĕ республикăри конкурсра пĕлтĕр пуянкассисем палăрнăччĕ. Çав çулах район тата ял поселенийĕн бюджечĕсен укçи-тенкипе культура “вучахĕ” патне асфальт сарнă. Çурта тулаш тата шал енчен юсанă. ЧР культура министерстви пулăшнипе чылай аппаратура туяннă. Халĕ çутă та пысăк залра мероприятисем ирттерме, ытти çĕртен килекен артистсене йышăнма кăмăллă.
Кăçал районти культурăпа кану центрĕ ял культурине лайăхлатас, халăха паракан пулăшу ĕçĕсен пахалăхне ÿстерес тĕллевпе конкурса интереслĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ проект тăратнă. Ăна тивĕçлĕ хак парса, культура учрежденине кирлĕ техника хатĕрĕсемпе тивĕçтерме республика фондĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнă. Çавна май районти культура центрне ку чухнехи оборудованипе тивĕçтерес ĕç пуçланнă ĕнтĕ. Иртнĕ уйăхра çĕнĕ компьютерпа пĕрле сканер, принтер, ксерокс илсе килсе вырнаçтарнă. Халĕ кунта тĕп библиотекăрине шута илнипе мĕнпурĕ 6 компьютер (центрта – 3, библиотекăра – 3) шутланать. Çывăх вăхăтра сасă тата сценăна çутăпа тивĕçтермелли аппаратурăсем кÿрсе килмелле.
“Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен бюджетĕнчи укçа-тенкĕпе районти культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем тăваççĕ. Маларах залпа сценăна çĕнетсе илемлетнĕччĕ. Хальхи вăхăтра репетицисемпе кружоксен занятийĕсене ирттермелли пÿлĕмсене хăтлăх кÿреççĕ”, – терĕ райадминистрацин культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн пуçлăхĕ Г.Масленников.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика