27 октября 2009 г.
2009 çулхи июлĕн 30-мĕшĕнчен РФ Уголовнăй кодексне ачасен пурнăçĕпе сывлăхне хирĕçле тунă преступленисемшĕн айăплава вăйлатас тĕлĕшпе йышăннă улшăнусем вăя кĕчĕç. Çĕнĕ редакципе килĕшÿллĕн пĕчĕк ачана вĕлернĕшĕн (РФ Уголовнăй Кодексĕн 105-мĕш статйи), мăшкăлланăшăн (131-мĕш ст.), вăйпа усă курса ясарла ĕçсем (132-мĕш ст.), аскăнчăкла ĕçсем тунăшăн (135-мĕш ст.), çул çитмен ачасене явăçтарса порнографилле сăн ÿкерчĕксем тунăшăн, вĕсене сутнăшăн (242-мĕш ст. 1-мĕш пайĕ) яваплăха палăрмалла вăйлатнă.
Çавăн пекех çул çитмен ачасене наркотикла тата психотроплă япаласемпе усă курма явăçтаракансене 6 çултан пуçласа 12 çул таран ирĕклĕх прависĕр хăварма пултараççĕ. Ун хыççăн та вĕсен вăрах вăхăт (20 çул таран) хăш-пĕр должноçсене йышăнма, ку е вăл ĕçпе ĕçлеме право пулмасть. Çул çитмен ачана воспитани пама тивĕçлĕ, анчах çав тивĕçе пурнăçламан çынсене те çирĕпрех айăплаççĕ.
Çул çитмен ачана мăшкăлланăшăн тата наркотикла хатĕрсем сутнăшăн айăпланă чухне ку таранччен “пĕлсе тăнă çĕртен” ăнлав пулнă, халĕ ку сăмаха законран кăларнă. Преступника, инкек тÿсекен миçе çулта пулнине пĕлет-и вăл е пĕлмест, пурпĕр çирĕп айăплаççĕ.
Çавăн пекех преступника айăплав вăхăчĕ тухиччен условно ирĕке кăларас йĕркене те улшăну кĕртнĕ. Çапла çул çитмен ача тĕлĕшпе ар преступленийĕ тунăшăн ларакансене айăплав вăхăчĕн виççĕ-тăваттăмĕш пайĕ пĕтмесĕр условно ирĕке кăларас пирки сăмах та пулма пултараймасть.
Источник: "Ял ĕçченĕ"