АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Карас телефона вăрларĕç пулсан... (Правопорядок)

27 октября 2009 г.

Экономика кризисĕ тĕнчене ярса илнĕ тапхăрта граждансен харпăрлăхне хапсăнаслăх та вăйланчĕ. Уйрăмах карас телефона çаклатма тăрăшаççĕ вăрăсем. Мĕншĕн тесен ăна кăларса илме (илсе тухма) ансат, хакĕ те пур, анлă сарăлнине шута илсен, сутса яма та çăмăл.
Мĕн тумалла-ха пирваях, енчен те Сирĕн телефона вăрларĕçех пулсан; Çийĕнчех шалти ĕçсен пайне дежурнăя пĕлтермелле, ĕç мĕнле пулса иртни çинчен тĕплĕнрех каласа памалла, çак ĕçе хăвăр шанман çынсенчен кам тума пултарнине асăнни вырăнлă.
Сирĕн заявление дежурнăй регистрациленĕ хыççăн 3 талăкран кая юлмасăр йышăну кăлараççĕ: уголовнăй ĕç пуçармалла е çук, е Эсир пĕлтернине РФ УПКн 151-мĕш статйипе килĕшÿллĕн ку ыйтăва тĕпчеме тивĕçлĕ органсене çитереççĕ. Сирĕн ыйту тăрăх мĕнле йышăну кăларнине Хăвăра çийĕнчех пĕлтермелле. Тепĕр чухне, карас телефона вăрлани çинчен пĕлтернине пăхса тухассине 10 кун таран тăсма (УПКн 144-мĕш статйи) пултараççĕ.
Вăрланă телефона шыраса тупассине çăмăллатас тĕллевпе милици сотрудникне “имей” код, урăхла каласан Сирĕн телефонăн индексаци номерне пĕлтерни вырăнлă, вăл шыраври телефонсен ятарлă базине кĕртме кирлĕ.
Енчен те милици сотрудникĕ Сирĕн заявлени тăрăх уголовнăй ĕç пуçарма килĕшмерĕ, Эсир çакна законлă мар тесе шутлатăр пулсан, хăвăр шухăша çийĕнчех следстви органĕн ертÿçине, район прокурорне е район судне пĕлтерме пултаратăр.
Çапла вара вăрланă телефона шыраса тупасси Эсир çине тăнинчен, милици ĕçченĕсене пулăшса пынинчен нумай килет.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика