АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç ветеранĕ (Общество)

27 октября 2009 г.

Ураскассинчи Моисей Петрович Петровпа тĕл пултăмăр та, калаçса кайрăмăр. Пенсире вăл чылайранпа. Иртнĕ ĕмĕрĕн хĕрĕхмĕш çулĕнче çуралнăскер, килес çул çитмĕл тултарать. Вăй питти çулĕсенче вăл икĕ çул бригадăра лавçăра, 13 çул тракторпа вăй хунă, бригадир-агрономра та, тĕп агрономра та, 6 çул “Алдиаровский” хуçалăх директорĕнче те ĕçленĕ. Юлашкинчен “Трудовой путь” ял хуçалăх кооперативĕнче бригадир-агроном пулнăччĕ. Хăй вăл заочно йĕркепе агроном-ученăя вĕреннĕ. Халĕ, маларах асăнтăмăр ĕнтĕ, чылайранпа тивĕçлĕ канура.
Анчах канăвĕ-мĕнĕ... Алла усса лармасть Моисей Петрович. Техникăпа аппаланма юратнăран, ăна ăнланнăран, кил хуçалăхра ĕçлеме нумаях пулмасть мотоблок туянса яни çинчен каласа пачĕ. Унпа пĕрле ĕç хатĕрĕсем те илнĕ: фреза, пĕр тĕнĕллĕ тележка, сажалка, косилка... Халĕ мотоблок пулăшнипе çĕр ĕçĕнчи кирек хăш ĕçе те вăхăтра пурнăçлама пултарать. Çĕр улми лартмалла-и – сажалка пур, курăк çулмалла-и – косилка... Хăв кăна ан ÿркен. Вăл – ÿркенмест. Чун-чĕри ун пек мар.
Килĕнче арăмĕпе иккĕшĕ çеç пулсан та, паян кун та ĕнепе пăшмак пăру усраççĕ. Нумайранпа хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ. Çывăхри пĕвере кăвакалĕсем нартлатса çÿреççĕ. Вун саккăрăн вĕсем. Апат çиме киле-киле каяççĕ килне. Ĕнине вара Моисей Петрович хăй сăвать. Арăмĕ те, хăй те сĕте кăмăллаççĕ иккен. Выльăхĕсемшĕн тăрăшсах апат вĕтетекен агрегат та туяннă. Ачисем ялта та, Пуянкассинче те, хулара та пурăнаççĕ.
–Хам çĕр ĕçлекен пулнăран-и, вырăнти хуçалăх саланнăшăн, çамрăксене валли ялта ĕç çуккишĕн, уйсене çум курăк пуснăшăн пăшăрханатăп, – тет çитмĕле çитсе пыракан ветеран.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика