20 октября 2009 г.
Кĕр çитсен, кавлекен выльăхсем кÿпĕнни тăтăш тĕл пулать. Мăйракаллă шултра выльăхсем кÿпĕнесси ытларах вĕсене йĕпе çанталăкра люцерна кайăвĕ çинче çитернипе çыхăннă. Выльăхсен мăн хырăмлăхне газ тулать, хырăмĕ пичке пек хăпарса каять. Наука чĕлхипе ăна мăн хырăмлăх тимпанийĕ, теççĕ. Çавнашкал тĕслĕх кăçал сентябрĕн 5-мĕшĕнче Тăвай ялĕнчи ĕне выльăхсемпе пулса иртрĕ. Люцерна кайăвĕ çинче çÿренĕ хыççăн выльăхсем массăллăн кÿпĕннĕ, вĕсене пĕр тăхтамасăр ветеринар пулăшăвĕ пама тивнĕ. Çавăн усси пысăк пулчĕ, выльăхсем вилнĕ е вĕсене пусма тивнĕ тĕслĕхсем пулмарĕç. Тимпани аптратнă тĕслĕхсемпе Тăрмăш, Йăнтăрчă ял поселенийĕсенче тĕл пулма тÿр килчĕ, ытти ялсенче те пулкаланă.
Ытларах чухне тимпанипе вар-хырăмпа чирлĕ ватăрах е тăранăшнине пĕлмесĕр çиекен çамрăк выльăхсем аптраççĕ. Хăвăрт йÿçекен сĕтеклĕ апат лекнипе мăн хырăмлăха газ тулать, выльăх кавлейми пулать. Ыратнипе вăл выртасшăн. Выльăх ăшчикĕнчи паразитсем те чирлессине вăйлатаççĕ. Çавăнпа та вăхăтран вăхăта выльăхсенне сывлăхне тĕрĕслеттермелле. Калăпăр, ĕнесене гельминтсенчен сиплемелле.
Хăш-пĕр ÿсен-тăрансенче хăйсен аталанăвĕн уйрăм тапхăрĕнче организма лексе хăвăрт наркăмăшлакан япаласем пур. Калăпăр, çамрăк клевер, чечеке ларичченхи люцерна (каю), пăрçа çумăрпа, сывлăмпа йĕпеннĕ е тăмпа витĕннĕ (шăнса тăрсан) пулсан тата чечеке ларнă вика уйрăмах хăрушă. Ĕне выльăха кĕрхи калча та, шăннă купăстапа чĕкĕнтĕр çулçи те, урама кăларса тăкнă çĕрĕк улма та, кăвакарнă утă та кÿпĕнтерме пултараççĕ. Уйра çиме юраман хăш-пĕр курăксем (тилпĕрен, чĕп куç (лютик), чĕмере курăкĕ, кĕтÿç хутаçĕ т.ыт.те) тĕл пулаççĕ. Кÿпĕнтерекен сĕтеклĕ е кăвакарнă-çĕрнĕ апат çинĕ выльăха шыв шăварма юрамасть.
Кăçал панулми нумай пулчĕ. Çĕре пуçланине çынсем урама е çырма хĕррине тăкаççĕ. Юнашар – кăшман, кишĕр, купăста çулçи. Çĕрĕшме тытăннă, пăсăлнă çулçăсем выльăх çăварне ним мар лекме пултараççĕ. Нумайăшĕ пирĕнтен кĕтĕве хирĕç тухса, выльăхне киле илсе каймасть.
Профилактика шучĕпе выльăхсене тăвар, фелюцин, пурă, кальципе фосфор хутăшĕсем пани те пĕлтерĕшлĕ. Килте сĕтеклĕ апатсем (кăшман, панулми, люцернăпа клевер кайăвĕ) çитерессине майĕпен хăнăхтармалла. Люцерна кайăвĕ çине кĕтÿпе лайăх çанталăкра 10–15 минута кăна кĕрсе тухмалла, ун хыççăн выльăхсене япăхрах курăклă çĕре хăваласа тухса кавлеме вăхăт памалла. Малаллахи кунсенче люцерна ани çине 20-30 минута кĕртсе кăларма юрать, каллех кавлеттермелле. Çапла тапхăрăн-тапхăрăн.
Октябрĕн 15-мĕшĕнчен ĕне выльăхсене пукраран сиплеме тытăнчĕç. Выльăхсем ан кÿпĕнччĕр тесен, ир кÿлĕм вĕсене типĕ утă-улăмпа тăрантармалла. Кишĕр, кăшман, купăста, çулçи, пан улми е пăсăлнă апат памалла мар. Çавах та выльăх кÿпĕннĕ пулсан, çăварне патак, вĕрен хыптарса ăна тăвалла уттармалла. Тин сунă ăшă сĕт (3 литр таран), тип çу (1 л таран), шыв е сĕт çине ярса 5–10 мл нашатырь спирчĕ ĕçтермелле, мăн хырăмне (рубец) пуса-пуса массаж тумалла. Сĕт кислотине (10-12 мл) çур литр шывпа е, тата лайăхрах, сĕтпе хутăштарса параççĕ. Чĕмере курăкĕн настойки те пулăшать (500 мл шыв çине – 10 мл). Кÿпĕнни çав-çавах иртмесен, натри хлоричĕн 8 процентлă ирĕлчĕкĕпе венăран укол тумалла. Лазер пайăркисемпе е ултрачастоталлă токпа та газ мăн хырăмлăхран хăвăрт тухса пĕтет. Ним тума май çук чухне, выльăх вилес патне çитсен, мăн хырăмлăха çÿлтен йĕптĕрпе, çĕçĕ вĕçĕпе е ытти шĕвĕр япалапа шăтарма юрать.
Çак инкексем патне çитес мар тесен, выльăхсене пĕлсе тăрантармалла, вĕсемпе асăрхануллă пулмалла.
Источник: "Ял ĕçченĕ"