20 октября 2009 г.
Иракра, Афганистанра, Пакистанра опиум нумай туса илеççĕ. Кăнтăр Америкăра “кока” ÿсен-тăран çитĕнтереççĕ, унран кокаин хатĕрлеççĕ. Нидерланды – марихуанăпа синтетикăлла наркотиксен çĕр шывĕ. Мароккора та марихуана тăваççĕ.
Раççее Таджикистанпа Киргизи урлă Афганистанра тунă наркотикла япаласене илсе кĕреççĕ. Çавăн пекех хамăр çĕр-шывра та хатĕрлеççĕ çынна сиен кÿрекен япаласене.
“Мăкăнь” операци ирттерсе Раççейре 362 пин гектар çинче кантăр ÿстернине, 25,7 пин тонна наркотикла ÿсен-тăран тупса палăртнă, 452 уголовнăй ĕç пуçарнă, 394 çынна явап тыттарнă. Операци вăхăтĕнче йĕркелĕх хуралçисем патне наркотик тума май паракан ÿсен-тăрансем пирки çынсенчен 23 пин пĕлтерÿ çитнĕ, вĕсем тăрăх 17,5 пин уголовнăй ĕç пуçарнă, 10,4 пин çынна айăпланă, çав шутра 323 ют çĕр-шыври е гражданлăх çук çынсем.
Çулсерен наркотикла япаласемпе усă куракан 30 пин çамрăк вилет. Çав киревсĕр япалана юна ярса анранă çынсем чылай преступлени тунине палăртнă.
Çавăнпа наркотикла япаласемпе усă курма пуçличчен лайăх шухăшлăр. Хăвăра йĕркесĕр пурнăç патне е вилĕм шăтăкĕн хĕррине ан çитерĕр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"