АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмăл ăшшипе те сиплет (Общество, здравоохранение)

20 октября 2009 г.

Ăшшăн йăл кулса кĕтсе илеççĕ районти тĕп больницăра сипленекен ачасем çак илемлĕ те яштака пÿ-силлĕ, çепĕç те сăпай чунлă медсестрана. Акă, хăйĕн çемçе те ачаш аллисемпе салху хĕрачана пуçĕнчен лăпкаса çеç илчĕ, ачан кăмăл-туйăмĕ улшăнчĕ, савăнăçлăн кулса илчĕ. Амăшĕ пекех калаçма пуçларĕ шурă халатлă хĕрарăмпа.
“Аннÿ паян килетех, ĕнер вăхăчĕ пулмарĕ пулĕ-ха”,– йăпатрĕ вăл пĕчĕк хĕр пĕрчине.
Çапла чун ăшшипе те сиплет вăл ачасене тата пуринпе те калаçу çыпăçать Валентина Александровна Егорова медсестран. Тăвай больницинчи чи ăста та хисеплĕ сывлăх хуралçисенчен пĕри вăл. Общество пурнăçĕнче те пуçаруллă. Медсестрасен конкурсĕсене, концертсене тата ытти мероприятисене хутшăнать. Пĕлĕвне ÿстересси пирки те манмасть. Хальхи вăхăтра шăпах Канаша вĕренÿ курсне çÿретчĕ вăл.
Çăмăл теме çук ача-пăча уйрăмĕн медсестрин ĕçне. Мĕн чухлĕ канăçсăр, чĕптĕм куç хупман каçсем; Ачасен сывлăхĕшĕн вăхăта, чун-чĕре вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнине палăртаççĕ ун пирки сăмах хускатсан ĕçтешĕсем.
“Юратнă та чун туртнă ĕçре ывăннине туймастăн,– тет кăмăллăн Валентина Александровна.– Ачасем сывалса тухсан ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле савăнатпăр”.
Валентина Комсомольски ялĕнче çуралнă. Вăтам шкул хыççăн Канашри медучилищĕне вĕренме кĕнĕ. Çав çулах Тенеяль каччи Виталий Егоров та сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕ пулас ĕмĕтпе асăннă вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ пухма пуçланă. Фельдшер специальноçне илекен маттур йĕкĕт тепĕр ушкăнри сăпай та ырă, уçă кăмăллă хĕре пĕрре курсах килĕштерсе пăрахнă. 1983 çулта вĕренсе пĕтерсен Егоровсем çемье çавăрнă, Тăвай тăрăхĕнче ĕçлеме пуçланă. Çав çул уçнă ĕç кĕнекинче иккĕшĕн те пĕр çырса хуни пĕрре кăна: “Валентина Александровнана районти тĕп больницăри ача-пăча уйрăмне медсестрана, Виталий Николаевича Тушкилти вăтам шкула фельдшера ĕçлеме илнĕ”. Унтанпа 26 çул иртрĕ те акă.
Телейлĕ те туслă çемье. Пахча çимĕç лартмалла е шăвармалла, выльăхсене апатламалла е ытти ĕç тумалла – яланах пĕрле вĕсем. Шăкăл-шăкăл калаçса, канашласа тăваççĕ пĕтĕм ĕçе. Пĕр-пĕрне ăнланакан, килĕштерсе те савса пурăнакан мăшăр çине пăхса чун савăнать.
Валентина Александровна – тирпейлĕхе юратакан кил хуçи хĕр армĕ. Ал ĕçĕ тума, пĕçерме, апат-çимĕç хатĕрлеме ăста.
“Пурнăç илемĕ, кăмăл уççи, кил ăшши вăл пирĕн. Çумра çакăн пек лайăх мăшăр, анне пурри пысăк телей”,– теççĕ çывăх çыннисем.
Виталий Николаевичăн та аллисем ылтăн. Вăл ерешлесе тунă япаласем хваттере илем кÿреççĕ.
Ырă вăрлăхран ырă çимĕç, теççĕ. Егоровсен ачисем те ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхĕпе таса чунлă та ĕçчен, ăслă-тăнлă ÿсрĕç, аслă пĕлÿ илчĕç.
Руслан пĕлтĕр Чăваш патшалăх университечĕ пĕтернĕ хыççăн унтах инженер-программистра ĕçлеме юлчĕ. Инесса хĕрĕ кăçал филологи уйрăмĕнчен вĕренсе тухрĕ. Иртнĕ шăматкун Егоровсем ывăлне авлантарса туй кĕрлеттерчĕç. Пĕлтĕр ашшĕпе амăшĕн кĕмĕл туйне паллă тунăччĕ. Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Валентина Александровнана 50 çулхи юбилейĕпе саламларĕç. Мĕн чухлĕ тав сăмахĕ каларĕç маттур хĕрарăм пирки.
“Васкавлă пулăшу вăл пирĕн. Вутăш пек лара-тăра пĕлменскер таçта та ĕлкĕрет. Çын хуйхине ăша хывса пурне те пулăшма тăрăшать. Пурте хисеплетпĕр ăна. Валентина пек ăш пиллĕ, ырă-ырă çынсем ытларах пултăрччĕç пирĕн хушăра”,– терĕ кÿршĕллĕ пурăнакан О.Владимирова.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика