20 октября 2009 г.
Пирĕн кооператорсем çур çул хушшинче халăхран сĕт пухас енĕпе начар мар ĕçленĕ. Республикăри потребобществăсем хушшинче тăваттăмĕш вырăна тухнă. Чутей, Кармал, Вăтаяль, Енĕш Нăрваш, Йăнтăрчă, Улянкă, Сăхăтпуç, Çăлпуç ялĕсене çитсе килет куллен халь Анатолий Петрович Васильев водитель хатĕрлевçĕпе пĕрле. Малтан ку енĕпе чылай вăхăт хушши Валерий Павлович Иванов водитель ĕçленĕ. Магазинсен сутуçисем пухнă сĕте “Тăвайри сĕт-çу завочĕ” обществăна леçеççĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"