АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартусем аван (Торговля)

20 октября 2009 г.

Уйăх хыççăн уйăх хыçа юлчĕ. Виççĕмĕш квартал вĕçленчĕ. Çак тапхăрта хамăр мĕнле ĕçленине тишкерер-ха.
Суту-илÿри тăхăр уйăхри кăтартусем начар мар. Сăхăтпуçсем, тенеяльсем, вырăс салисем, лачкассисем, киччĕсем, чутейсем (апат-çимĕç тав.), çĕнĕ ишпуçсем, Тăвайри “Кооператор”, район центрĕнчи куллен кирлĕ таварсен иккĕмĕш номерлĕ магазинĕ, “Хĕвел” ятлă тата Кушкăри киосксем тăхăр уйăхри плана тултарнă. Эльпуçсем, ураскассисем, нÿшкассисем, çĕнĕ тата кивĕ пуянкассисем, тушкилсем (апат-çимĕç тав.), йăнтăрчăсем, чутейсем (промыш. тав), çăлпуçсем, чÿкçырмисем, район центрĕнчи виççĕмĕш номерлĕ магазин ку енĕпе аван ĕçлеççĕ. Çĕнçырмасен, тушкилсен (пром. тав.), улянкăсен, енĕшнăрвашсен (икĕ магазинĕ Те), тăрмăшсен, кармалсен, вăтаяльсен, тĕмерсен, амалăхсен, мучарсен, кĕршесен, район центрĕнчи пĕрремĕш номерлĕ магазинăн юлнă кунсемпе усă курма тăрăшмалла, тавар туянакансемпе ĕçлессине лайăхлатмалла.
Обществăлла апатланурисене те ырăпа палăртса хăвармалла.
Çулталăк вĕçленесси икĕ уйăх ытларах кăна юлчĕ. Сентре умĕнче тăракан, ытти çĕрте вăй хуракан кашни çыннăн çĕнĕ çула лайăх кĕтсе илессишĕн тимлесен аван.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика