16 октября 2009 г.

Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин Министерстви кăçал ирттернĕ “Вĕрентÿри пуçару” конкурс çĕнтерÿçисем хушшинче Тăвайри вăтам шкул та пур. “Вĕренекенсене професси суйласа илме пулăшас тĕллевпе вĕрентÿ учрежденийĕпе ĕçпе тивĕçтерекенсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлес пирки тунă эффективлă модель” номинацире 3-мĕш вырăн йышăннă, 300 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ.
Тăвай шкулĕн республикăри конкурса тăратнă проект ячĕ – “Вĕренекенсене пурнăçра харпăр хăй вырăнне тупма тата професси суйласа илме пулăшакан пĕрлехи наукăпа тĕпчев лабораторийĕ”.
Грант укçипе лаборатори валли оборудовани туянас, тĕпчев программисемпе, методика хатĕрĕсемпе тивĕçтерес, вĕренÿ базине лайăхлатас ĕçсенче усă курăпăр.
Малашлăх плансем пысăк. Экологи ыйтăвĕсемпе, химипе, биологипе тата ытти предметсемпе тĕпчевсем ирттерме палăртнă. Проектпа килĕшÿллĕн, шкул вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех “Акконд-агро фирма” акционерлă обществăпа ĕçлĕ çыхăнура пулĕ. Çакă вĕренекенсене професси суйласа илме, вĕсен тĕпчев пултарулăхне аталантарма, ăс-тăна анлăлатма пулăшĕ. Вĕренĕве производствăпа çыхăнтарас тĕллевпе пĕрлехи наукăпа тĕпчев лабораторийĕ йĕркелени пысăк усă парасса шанатпăр. Ун валли кирлĕ оборудовани туянма заявка тăратнă ĕнтĕ.
Палăртнисене пурнăçласа эпир, çамрăк тĕпчевçĕсем, хамăр руководительсемпе пĕрле комплексра выльăхсене мĕнле усранине, апата мĕнле технологипе хатĕрленине, ĕнесене пĕтĕлентернине, пăрусен апат рационне, Белоруссирен илсе килнĕ выльăхсем кунти условисене мĕнле хăнăхнине тишкерĕпĕр. Çавăн пекех территорири ÿсен-тăрансен тĕсĕсене, выльăх апачлĕх культурăсем туса илекен лаптăкри çĕр пулăхне тĕпчесе, сăнаса тăрăпăр. Шкулта çак ĕçсене пурнăçласа пыма ятарласа кабинет уçасшăн.
Проекта пурнăçа кĕр-тессипе малтанхи утăмсем турăмăр ĕнтĕ. Октябрь пуçламăшĕнче уроксем хыççăн тĕпчевçĕсен пĕр ушкăнĕ, Лилия Бурдасова, Марина Смирнова, Вера Егорова, Наталья Краснова, Анастасия Михайлова, Альбина Петровна Михайлова тата Надежда Ивановна Гаврилова вĕрентекенсемпе пĕрле “Акконд-агро фирмăн” выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче пулчĕ. Коллектив ĕçĕ-хĕлĕпе, унăн историйĕпе интереслентĕмĕр эпир. Тĕп зоотехник фермăри сĕт пахалăхĕпе, апат рационĕпе, ĕне сумалли технологипе паллаштарчĕ. “Кунти продукци пысăк пахалăхпа кăна сутăнать. Халĕ талăкра кашни ĕнерен 10 кг ытла сĕт суса илеççĕ”,– терĕ вăл.
Ÿсĕмсем пире те савăнтараççĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: “Акконд-агро фирма” обществăн выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"