16 октября 2009 г.
Юн пани – пархатарлă та мухтавлă ĕç. Хăй ирĕкĕпе юн пама хатĕррисем нумайлансах пыраççĕ. Кăçал район территорийĕнче 8 хутчен донор кунĕ иртнĕ, 333 çын юн панă. Юлашкинчен донор кунĕ октябрĕн 8-мĕшĕнче Тушкилте пулнă, 36 çын çак сăваплă ĕçе хутшăннă. Юн пани сиенлĕ мар, çавăнпа унта кашни сывă çыннăн хутшăнма тăрăшмалла. Юлашки çулсенче донорлăх юхăмне çамрăксем ытларах тăма пуçлани савăнтарать.
Юн паракансен социаллă гарантийĕсене патшалăх саккунпа палăртнă. Акă, 40 хут юн тата 60 хут плазма парсан “Хисеплĕ донор” ята тивĕçеççĕ. Çавăн пек хисеплĕ çынсем пирĕн районта хĕрĕхĕн. Вĕсем хăш-пĕр çăмăллăхсемпе усă кураççĕ. Кирек хăш вăхăтра та отпуск илме пултараççĕ, вĕсене санаторисемпе курортсене сипленме кайма черетсĕрех путевкăсемпе тивĕçтермелле тата ыт.те. Юн илнĕ кун донора ĕçрен хăтараççĕ, тепĕр кунлăх отгул, апат çиме 100 тенкĕ параççĕ. Юн панăшăн тивĕçекен отгулсене çулталăк хушшинче канмалла. Отпускпа пĕрле усă курма та юрать.
Источник: "Ял ĕçченĕ"