АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техникăна хĕле хатĕрлессипе (Сельское хозяйство)

16 октября 2009 г.

Техникăна хĕле хатĕрлессипе (Сельское хозяйство)

Çĕр ĕçлекенсен çулталăкĕ вĕçленсе пырать. Уй-хирсенче шăв-шав тамалчĕ, тесен те йăнăш мар. Çитĕнтернĕ тыр-пула пухса кĕртсе, комбайнсене, ака агрегачĕсене хĕле хатĕрлесе лартнă. Ăшă кунсемпе усă курса çĕртме сухи тăваççĕ халь хуçалăхсенче.
Республикăри ял хуçалăх предприятийĕсенче тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче техникăна хĕле хатĕрлессине лайăхлатас енĕпе смотр-конкурс йĕркеленĕ. Вăл юпа уйăхĕн вĕçĕччен пырать.
Çавна май ку ыйтăва пирĕн районта та тимлĕхсĕр хăварман. Тăвай Енри ял хуçалăх техникине упрас, агропромышленность комплексĕн организацийĕсен машинăпа трактор паркĕсене йĕркене кĕртес тĕллевпе конкурс ирттереççĕ. Районта комисси ĕçлет ку ыйтупа. Ăна экономика, пурлăхпа агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕн управленийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке ертсе пырать. Ял хуçалăх техникипе агрегачĕсене хĕле мĕнле хатĕрлесе лартнине, территорине тимĕр-тăмăртан, ытти ăпăр-тапăртан тасатнине, ĕç тата техника хăрушсăрлăхĕн правилисене епле пăхăннине тĕрĕслеççĕ. Районти ял хуçалăх кооперативĕсем ку конкурса активлă хутшăнасса шанатпăр.
 
Сăн ÿкерчĕкре: “Акконд–агро” обществăн машинăпа-трактор паркĕнче.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика