АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасемпе туслă (Культура)

16 октября 2009 г.

Тăвайри ача-пăча библиотекинче яланах хаваслă шав тăрать. Кунта вĕсене тарават кĕтсе илнĕрен ĕнтĕ. Библиотекăра çутă та таса, хăтлă. Кĕнекесем çÿлĕксем çинче тирпейлĕ упранаççĕ. Нумаях пулмасть библиотека çĕннисемпе пуянланчĕ. Вулакансене пырса кĕнĕ литературăпа паллаштарас тесе час-часах выставкăсем йĕркелетпĕр. “Çĕнĕ кĕнекесем” курав çулталăк тăршшĕпех ĕçлет. Кĕçĕн класра вĕренекенсем юмахсене кăмăллаççĕ. Вулав залĕнче тĕрлĕ хаçат-журнал вулаççĕ, чылайăшĕ киле панă ĕçсене, тĕрлĕ кĕнекесемпе усă курса, тата тĕплĕнрех пурнăçлать.
Пирĕн ентешĕмĕр, паллă артист, писатель, драматург Геннадий Терентьевич Терентьев çуралнăранпа 80 çул çитнине халалласа выставка йĕркелерĕмĕр. “Халăх юратакан артист” буклет кăларнă, кашни кун ентешĕмĕр пирки калаçусем иртеççĕ. Октябрĕн 16-мĕшĕнче Тăвайри тĕп библиотекăра Геннадий Терентьев çырнă “Чуна уçса калаçни” кĕнекипе хатĕрленĕ литературăпа музыка альманахĕ иртет.
Кăçал çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пулнă май, “Çăкăртан аслă пулаймăн” кĕнеке выставки те пур библиотекăра. Унта çăкăр çинчен калакан ваттисен сăмахĕсемпе, каларăшĕсемпе, калавсемпе, сăвăсемпе паллашма пулать. Тăвайри 3 “б” класра вĕренекенсем Людмила Аркадьевна Никитина учительницăпа пĕрле пирĕн патăрта экскурсире пулчĕç, çĕнĕ кĕнекесемпе, “Илеме хамăр алăпа тăватпăр” куравпа паллашрĕç. Ача-пăча библиотекинче ĕçлекенсем вулакансене ăшшăн кĕтсе илеççĕ, кăмăллăн ăсатаççĕ, кĕнеке ачасемшĕн чи çывăх тус пултăрччĕ тесе тимлеççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика