16 октября 2009 г.

Чÿкçырминче пурăнакан Алексей Косарев иртнĕ çулах шашкăлла выляссипе Самарăра иртнĕ “Волжские зори” фестивальре спорт мастерĕн нормине пурнăçланăччĕ. Анчах спорт иерархийĕнчи реорганизацие пула ярса панă документсем Мускаври кабинетсенче карçынккана лекрĕç е Шупашкартан та тухаймарĕç. Çавах та спорт мастерĕн кандидачĕ, республикăн экс-чемпионĕ пуçа усмарĕ, иртнĕ уйăхра хăй шутĕнчен Адлера Раççей чемпионатне тухса кайрĕ (сăмах май, вăл унта 2007 çулта та хутшăннăччĕ). Выляма хутшăннă 76 çынран 16-шĕ – гроссмейстер (9-ăшĕ – тĕнче шайĕнчи), 28-шĕ – спорт мастерĕ, ыттисем – мастер кандидачĕсем. Чемпионат Хура тинĕс хĕрринчи “Черноморец” пансионатра сентябрĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 9-мĕшĕччен пычĕ. Арçынсен чемпионачĕпе пĕрлех хĕрарăмсен те унтах иртрĕ тата ачасен спорт фестивалĕ пулчĕ. Кашни кун 1 тур 45-шер минутлă 4 парти вылярĕç (çĕнтерекене – 1 очко, ничья – çур очко). 11 турта К.Чулков гроссмейстер (Мускав) 8,5 очко пухса çĕршыв чемпионĕ пулса тăчĕ. Тĕнче шайĕнчи гроссмейстерсен Г.Колесовпа О.Дашковăн (Самара) – 8–шар очко.
Алексей Косарев вара 6,5 очкопа 16-27 вырăнсене пайланă. Çак результат спорт мастерĕн нормине тивĕçтерет. Унпа пĕрлех тепĕр 2 шашист мастер нормине, 2 çын гроссмейстер нормине тултарнă. Çĕнĕ гроссмейстерсенчен пĕри – Астрахань облаçĕнчен пынă, хĕрарăмсем хушшинче çĕршыв чемпионкин ятне çĕнсе илнĕ 16 çулхи Жанна Саршаеван (тĕнче шайĕнчи гроссмейстер, Алексей Егорович унран автографлă сăн ÿкерчĕк те илнĕ) пиччĕшĕ М.Саршаев. Талантлă хĕрĕн пĕртен-пĕр тренерĕ унăн ашшĕ Сабит Саршаев пулса тăрать. Вăл ку чемпионата хăй те хутшăннă.
Çапла вара Алексей Косарева шашкăлла выляса мастер нормине тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, малашне тата пысăкрах ÿсĕмсем сунатпăр. Маттур, Алик!
Сăн ÿкерчĕкре: пирĕн ентеш çĕршывăн 2006 тата 2009 çулхи чемпионкипе Жанна Саршаевапа юнашар.
Источник: "Ял ĕçченĕ"