13 октября 2009 г.

Тăрмăшри культура çуртĕнчи тĕслĕх библиотекинче ĕç ветеранĕсем чылайăн пуçтарăнчĕç. Пĕр-пĕринпе калаçмалли, ыйтса пĕлмелли нумай. Пĕр ялта пурăнаççĕ пулин те, хăшĕсем пĕлтĕрхи праçникренпе те курнăçман иккен. Ватăлнăçемĕн шăм-шакĕ те йывăрланать, тухсах та çÿрейместĕн.
Ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Разин хăнасене ăшшăн саламларĕ, администраци ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Районтан килнĕ социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Л.Аввакумова, çак ял хĕрарăмĕ, сумлă ватăсене уяв ячĕпе саламласа вăрăм та ырă кун-çул сунчĕ. Пенсионерсем чылай ыйту пачĕç ăна. Уйрăмах пенси енĕпе пулакан çĕнĕлĕхсем интереслентерчĕç. Тĕслĕхсем илсе кăтартса тулли хуравсем пачĕ Людмила Петровна. Ватăсем кăмăллă юлчĕç.
Тăрмăшри хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Т.Ялугина аслă ăру çыннисене çирĕп сывлăх, ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнма ырă сунчĕ. Район депутачĕ Е.Матросова уяв историйĕпе паллаштарчĕ. Пухăннисем чи ватă çынсен кун-çулĕпе те кăсăкланчĕç.
“Çĕр çинчи чи ватă çын Чечен Республикинчи Забани Хакучаева,– терĕ Елена Николаевна.– Кăçал 124 çул тултарнă. Унăн 24 мăнук, 38 мăнукĕн ачи тата вĕсен ачисем темиçе. Хăйне аван туять. Кил хуçалăхра та ĕçлет. Мăнукĕсене пулăшать. Кунне пилĕк хутчен кĕл тăвать”.
Часах шкул ачисем концертпа çитрĕç. Сăвăсем каласа, юрăсем юрласа савăнтарчĕç хăйсен юратнă çыннисене. Е.Капитонова купăспа хавхалантарса пычĕ. Культура çурчĕ çумĕнчи “Çăлкуç” фольклор ансамблĕ чăваш халăх юррисене шăрантарчĕ.
“Ай-хай утмăлта,
Çитетпĕр çитмĕле,
Сакăрвуннă тултарса
Çĕр çула та çитмелле”,–
тесе пĕрле юрларĕç хăнасем те ял артисчĕсемпе. Ку юрра Тăрмăшри Н.П.Петров кĕвĕленĕ. Вăлах юрлаттарчĕ те, ташлаттарчĕ те пухăннисене.
Тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлесе килнĕ хăнасем. Анна Николаева çемçе те кăпăшка кулач пĕçернĕ. Нина Семенова “Лечо”, Антонина Кадикина “Сюрприз”, Нина Алексеева “Кăмпа илемĕ” ятлă салатсемпе, “Кил хуçи хĕрарăмĕ” клуб ертÿçи С.Спиридонова техĕмлĕ чейпе сăйларĕç.
Л.Андреева тĕрлĕрен конкурссем ирттерчĕ, уява ăнăçлă ертсе пычĕ.
Октябрĕн 1-мĕшĕнче, ваттисен кунĕнче, ялти сумлă тыл ĕçченĕсенчен пĕри – Надежда Димитриевна Капитонова 80 çул тултарчĕ. Вăрçă ачисене чылай йывăрлăх тÿсме тивнĕ. Колхозра ырми-канми тăрăшнă Натиш аппа. Мăшăрĕпе 7 ача ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Харсăр хĕрарăма пурте паллă юбилейпе саламларĕç. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ хитре тутăр çыхтарчĕ.
Юлашкинчен пурне те пĕчĕк парнесем парса хавхалантартăмăр. Манманшăн, хисеп тунăшăн, савăнăç парнеленĕшĕн ăшшăн тав турĕç ветерансем.
Сăн ÿкерчĕкре: уяв вăхăтĕнче.
Источник: "Ял ĕçченĕ"