13 октября 2009 г.

Тăвайри халăх музейĕнче Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча искусствисен шкулĕн “Çĕр пулăхĕн Турри” çĕнтерÿçĕ–проекчĕпе паллаштарчĕç нумаях пулмасть. ЧР Президенчĕн грантне илме тивĕçлĕ пулнă куравпа район центрĕнчи культура ĕçченĕсемпе унта пурăнакансем, Тăвайри вăтам шкулта 3 “б” класра пĕлÿ пухакансем тата вĕсен вĕрентекенĕ Л.Никитина питĕ кăсăкланчĕç “РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ” хисеплĕ ята илнĕ Татьяна Васильевна Шаркова, Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ, философи наукисен кандидачĕ Марина Николаевна Краснова чăваш халăхĕн тумне тата кăкăр çине çакмаллисене (тухья, хушпу, çуха, ама) мĕнле хатĕрлемелли пирки каласа кăтартнă. Наци тĕррисене, пукане-сувенирсем валли чăваш тумне мĕнле хатĕрлессипе мастер-класс панă район хăнисем.
Виççĕмĕш класра вĕренекенсем чăваш наци тумĕ ăруран ăрăва куçса пытăр тесе тимлекенсене кăсăклă калаçушăн тав тунă, Тăвайри шкула пырса курма сĕннĕ. Ачасен йыхравне хапăлласах йышăннă Т.Шаркова, хăш-пĕр пуканисене парнеленĕ. Çавăн пекех Шупашкартан килнисем кайран Тăвайри, Енĕш Нăрвашри музейсемпе тĕплĕн паллашнă. Вĕсенче питĕ интереслĕ экспонатсем пуррине палăртнă.
Сăн ÿкерчĕкре: Т.Шаркова чăваш хĕрарăмĕсен тумне хатĕрлеме вĕрентет.
Источник: "Ял ĕçченĕ"