13 октября 2009 г.
Патшалăхăн социаллă политикин тĕп çул- йĕрĕсенчен пĕри – çĕршыв гражданĕсене пенсипе тивĕçтересси. Патшалăх, экономикăри йывăрлăхсене пăхмасăр, паянхи тата пулас пенсионерсем умĕнчи хăйĕн социаллă обязательствисене пурнăçласа пыма шантарать.
2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пенси системине малалла лайăхлатассипе çыхăннă икĕ федераллă закон вăя кĕмелле. Вĕсемпе килĕшÿллĕн граждансен пенси прависем анлăланаççĕ, пĕрлехи социаллă налога бюджетри мар фондсене тÿлемелли страховани взносĕсемпе ылмаштараççĕ, пенсисен чи пĕчĕк виçи ÿсет, вăл, ытти социаллă тÿлевсемпе пĕрле, РФ субъектĕнче пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен кая мар пулать. Пенсисен тĕп "никĕс" пайĕпе страхлакан пайне пĕрлештерме, вĕсене индексацилемелли çĕнĕ йĕркесем пăхнă.
Çакна та асăнмалла. Ку ыйтусемпе граждансен заявлени çырма, тĕрлĕ учрежденисем тăрăх документсемпе чупма кирлĕ мар, тивĕçлĕ органсем пурне те хăйсемех шутласа параççĕ.
Пенси системине лайăхлатни 2032 çул тĕлне çул çитнипе ĕçлесе пенсие тухакана, унăн ĕç стажĕ 30 çултан кая мар пулсан, унăн ĕç укçин 40 проценчĕ чухлĕ пенси тÿлеме май парать. 2020 çул хыççăн совет саманинчи ĕç стажĕшĕн çул çитнипе ĕçлесе пенсие тухнă граждансене пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк 2,5 виçи чухлĕ пенси тÿлеççĕ (халĕ çав виçен 1,33 чухлĕ).
Патшалăх совет саманин тапхăрĕнче ĕçленĕ çынсем умĕнчи парăма чакарма пăхать, çавăнпа та 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен ĕçлесе канăва тухнă çынсен пенси прависене анлăлатать (валоризаци). Валоризаци 2002 çулччен пенсие тухнă граждансене кăна мар, 2002 çулччен ĕçленĕ, анчах ун чухне пенси ÿсĕмне çитмен граждансене те пырса тивет. Çавна пула пенси капиталĕ 10 процент ÿсет, унсăр пуçне 1991 çулччен стаж тунă граждансене кашни тулли çулшăн 1 процент хушса тÿлеççĕ. Тĕслĕхрен, гражданинăн 1991 çул умĕн ĕç стажĕ 20 çулпа танлашнă пулсан, вăл çав çул хыççăн малалла ĕçленĕ-тĕк, унăн пенси капиталĕ 30 процент ÿсĕ.
Валоризаци пирĕн районти 4500 пенсионера пырса тивет.
Источник: "Ял ĕçченĕ"