13 октября 2009 г.
Гиподерматоз (пукра) – мăйракаллă шултра выльăхсем (ĕне выльăхпа лашасем) хушшинче тăтăш тĕл пулакан чир. Ăна тĕкĕл турана аса илтерекен пысăк кăпшанкăсем (тăршшĕ 2 см таранах) – кукăр кутсем пуçараççĕ. Вĕсем хĕвеллĕ ăшă çу кунĕсенче, сывлăшри температура 11–30 градус ăшă тăнă вăхăтра, иртен пуçласа каçченех вĕçнине сăнама пулать. Ама кăпшанкăсем çăмлă çĕре тир айне (уран аялти пайĕсемпе хырăм айне) çăмартасем хываççĕ. 4–5 кунран вĕсенчен 1-мĕш тапхăрти вĕтĕ хуртсем (личинкăсем) тухаççĕ те çурăм шăмми каналĕ патнелле хăпараççĕ, вара çав канала çитсе унта 3 уйăх таранччен пурăнаççĕ. Çавăн хыççăн личинкăсем миме каналĕпе çурăм çинчи тир айне пухăнаççĕ, тире шăтарса тухса иккĕмĕш тапхăра çитеççĕ. Тир айĕнче пÿрпе тулнă хытă чăмаккасем палăраççĕ. Ÿтри шăтăксем витĕр 3-мĕш тапхăрти личинкăсем çĕр çине ÿксе тăпрана шăтарса кĕреççĕ те çĕр ăшĕнче куколкăна куçаççĕ, вĕсенчен кайран кукăркут çитĕнсе тухать.
Выльăх-чĕрлĕхшĕн ку – ерекен хăрушă чир. Выльăхсем пукрана ытларах çу çитсен, кĕтĕве тухсан, ертеççĕ. Пукра выльăхсене канăçсăрлантарать, çамрăк выльăхăн ÿт хушаслăх, çитĕннĕ выльăхсен продуктивлăх чакать. Выльăхсем апата япăх çиме тытăнаççĕ, канăçсăррăн хыçкаланаççĕ. Личинкăллă вырăнсенче тир айĕнчи тĕртĕмсем тăртанса тăраççĕ, ыратаççĕ. Çуркуннепе (март–апрель уйăхĕсенче) çурăм тирри çинче капсула евĕр ыратакан шыçăсем хăпарса тăраççĕ.
Пукра чирĕнчен çулталăкне икĕ хутчен сиплемелле: кĕркунне, кукăркутсем вĕçме чарăнсан, тата çуркунне. Кĕркунне 1-мĕш тапхăрти личинкăсене ятарлă препаратсемпе усă курса пĕтереççĕ, çуркунне чирлĕ выльăхсене сиплеççĕ. Кĕркуннехи профилактика уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, вăл выльăхсем пукрапа чирлессине чакарма е саççим пĕтерме пулăшать. Çавăнпа та халĕ мăйракаллă шултра выльăхсене пурне те пукраран тĕрĕслемелле, ÿт айне лекнĕ личинкăсене эффективлă препаратпа – гиподектинпа пĕтермелле.
Источник: "Ял ĕçченĕ"