АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ваттисен кунне – клуба (Общество)

13 октября 2009 г.

Чутей ялĕнчи уява чĕнекен йыхрав хучĕ кăçал кашни ватă патне çитрĕ. Халиччен мероприятисене шкулта, тĕслĕх библиотекинче ирттернĕ пулсан, кăçал вара клуба пуçтарăннă. Капăр тăхăннă ватă кукамай-асаннесене шарсемпе, чечексемпе, ал-ĕç ăстисен выставкипе илемлетнĕ зал кĕтсе илчĕ. 27 çын пуçтарăнчĕ. Вĕсене район депутачĕ Н.В.Большов, ял поселенийĕн пуçлăхĕ Л.И.Медведев саламларĕç. Лев Иванович ЧР Президенчĕ Н.В.Федоровăн, район пуçлăхĕ Н.И.Ивановăн ăшă саламĕсене вуласа пачĕ.
Питĕ савăнăçлă иртрĕ тĕл пулу. Ача-пăча пултарулăхĕ ватăсен чунне хавхалантарчĕ. Вĕсен пичĕсем çинче савăнăç куççулĕ те палăрчĕ. Куракансем хушшинче викторина иртрĕ. “Чăваш ташши” конкурсра 70 çулхи Иван Самарин çĕнтерчĕ, 10 килограмлă арбуз выляса илчĕ. Унпа уява килнĕ пур çынна та хăналарĕ. Тĕрлĕ вăйă выляса савăннă хыççăн “Чутеевский” ЯХПК панă пыл-кучченеçпе чей ĕçрĕç.
“Çакăн пек тĕл пулусем час-часах ирттермелле, пурнăç хитреленет çапла. Мĕн тери лайăх иртрĕ уяв, ай, савăнмаллипех савăнтăмăр, мăнуксем питĕ маттур”, – тесе калаçрĕç кайран.
Ал-ĕç выставкинче Е.Шамбулина, Л.Белкова, Н.Волкова ĕçĕсем пулнă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика