13 октября 2009 г.
Ял çамрăкĕсен пурнăçĕ илемлĕрех пултăр тесе пысăк ĕç пуçарчĕ Чутейри культура керменĕн пуçлăхĕ Воля Ивановна Волкова.
“Мĕнле иртет çамрăксен çулталăкĕ;” – тесе ыйтрăм унран.
“Хăйсен пурнăçне илемлетессишĕн, вăл савăнăçлă пултăр тесе ял çамрăкĕсемпе шкул ачисем клуба юсас тăвас ĕçе хастар хутшăнчĕç. Пурне те тав сăмахĕ калас килет. Çуртăн тулаш енĕпе ăш-чиккине тирпей-илем кÿме кĕçĕннисенчен пуçласа аслă класс таран пулăшни усăллă пулчĕ”, – тесе хуравларĕ В.Волкова.
Чăнах та, культура çуртне курсан, кăмăл хуçăлатчĕ малтанах. Чÿречесене фанерсем, хăмасем çапнăччĕ, халĕ – йăлтăр-ялтăр çутă кантăксемпе çĕнĕ рамăсем. “Клуб умĕнчен иртсе каймассерен чун хавхаланать”, – тенине час-часах илтетĕн халь.
Иккĕмĕш çул çеç çитет-ха Воля Ивановна çак ĕçре тăрăшма пуçланăранпа, çитĕнÿсем пулсах пыраççĕ ав. Вăл тăрăшнипе, ял поселенийĕ пулăшнипе çĕнĕ музыка центрĕ туяннă. Анчах та хальлĕхе ĕçсем пĕтмен-ха, клуба ăшăтма май çук. Тепĕр тĕллев – клуб территорине йывăç, чечек лартса капăрлатасси.
Хăйсен вăйĕсене хĕрхенмесĕр, вăхăтне шеллемесĕр ĕçлекен çамрăксем хушшинче В.Чайкин, А.Походкин, А.Белков, И.Сорокин, С.Шамбулин, И.Медведев, А.Кротов, Т.Алексеева, Сидоровасем пулчĕç. Шкул ачисенчен П.Кузнецов Р.Волков, А.Самарин, Е.Белов, И.Юркин, С.Походкин, Н.Походкин, А.Чайкина, Л.Шоркина, Титовасем, Н.Андреева, М.Михайлова, Андреевасем, О.Васильева тата В.Цырульникова юсав ĕçĕнче нумай вăй хучĕç. Ялти культура керменĕн ертÿçи В.Волкова вĕсене пурне те хаçат урлă тав тăвать.
Источник: "Ял ĕçченĕ"