09 октября 2009 г.
Сăртсен çывăхĕнчи айлăмра юхакан çăлсене ытараймасăр суйласа илнĕ пулас пирĕн ял вырăнне чи малтан куçса килнисем. “1867 çулхи картта çинче Пысăк Çăлпуç ятлă ял пулнă. Унта 93 кил хуçалăхĕ шутланнă”, – тесе çырнă “Дела и люди Янтиковского района” ятлă кĕнекере.
Ял варринче икĕ çăл пулнă, çавăнпа Çăлпуç ят панă ĕнтĕ. Ĕлĕк юр нумай çунă, уйри улăм урисем курăнмиех пулнă хĕллехи кунсенче. Юр сăрчĕсем ашса тухмалла мар çÿллĕччĕ. Çуркунне ял урамĕсене шыв илнĕ. Çынсем кимĕсемпе, сулăсемпе çÿренĕ. Выльăхсем кил хуçалăхри икĕ-виçĕ метр çÿллĕшлĕ тислĕк куписем çинче выртса тăнă. Çуртсем хальхи пек çирĕп никĕслĕ пулман. Тăватă кĕтесе юман шашка лартнă, тăпрас айне тăпрапа хупăрланă. Çав тăпрана çурхи шыв шăтарса кĕретчĕ те, пÿртре чĕркуççи таран шыв тулатчĕ. Хамăр сак е кăмака çинче ларнă. Шывĕ кăнтăрла вăхăтĕнче тулма пуçласа каçхине юхса тухатчĕ юрать. Çак хăрушлăхран сыхланас шутпа 1952 çулта пулас ялăн кăнтăр тата хĕвел анăç енĕсене, экскаваторпа чавса, тăпра купаласа тухнăччĕ. Унтанпа нумай вăхăт иртнĕ, ял хÿтлĕхĕ те начарланнă. Çавăнпа иртнĕ çул çав вырăна татах тикĕслесе тирпейлесе тухрăмăр.
1956 çулсенелле çурхи шыв инкекне тăтăшах курас мар тесе хăш-пĕр çемьесем Мучар енчи сăрт айлăмне куçса ларчĕç. Халĕ унта 36 кил хуçалăх шутланать. Пĕлтĕр çурхи шыв унтисене те аптăратнă. Аялти урамра пурăнакансен нÿхрепĕсенчи çĕр улмипе ытти пахча çимĕçе сиенленĕ шыв. Çакна шута илсе кăçал поселок çумне дамба хăпартрăмăр. Вăл ял çыннисене çуркунне сарăлакан шывран упрĕ. Пĕр енчен лайăх-ха ку. Начарри те пур. Мучар енчи сăртран юхса анакан шыв, аялти урамра пухăнса тăма пултарать. Çак пулăмран хăтăлас тесен, çÿлти урам хĕррипе тăпрана кăштах тĕртсе купаласа тухмалла.
Источник: "Ял ĕçченĕ"