09 октября 2009 г.

Ял çынни ĕçсĕр ларма юратмасть. Кил хуçалăхĕнче пĕрисем тĕрлĕ кайăк тытаççĕ, теприсем ĕнесем е сыснасем пăхаççĕ, виççĕмĕшсем пыл туса илессипе ĕçлеççĕ.
Пирĕн районта хурт-хăмăрçăсен йышĕ кашни çулах пысăкланса пырать, тесен те йăнăш мар. Пыл хурчĕсем пек ĕçченнисем кăна ку ĕçе ăнăçлă йĕркелесе яма пултараççĕ.
Акă Кивĕ Пуянкассинчи Вениамин Иванович Соловьев ку ĕçе 1979 çултах пуçăннă. Çĕнĕ Пуянкассинчи Юрий Петрович Филиппов та пыл хурчĕсемпе чунне парса ĕçлет. Вĕсем пылак çимĕçе хăйсен çемйисем валли тата сутмалăх та туса илеççĕ. Тăвайри Петр Иванович Печников пенсионер та ку енĕпе çамрăксенчен юлмасть. Çăлпуçĕнчи Анатолий Леонтьевич Красновăн пыл хурчĕсем вунă çемьене те çитнĕ. «Вĕсемпе тĕрмешнĕ вăхăтра чунăм хавхаланать манăн»,– тет вăл. Тар кăлармасăр пыл илме май çуккине лайăх пĕлет арçын. Тата пылак çимĕç тĕрлĕ чиртен сыватни пирки сехечĕ-сехечĕпе каласа кăтартма пултарать.
Сăн ÿкерчĕкре: пыла сутлăх туса илме пултаракан хурт-хăмăрçă Анатолий Краснов.
А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"