АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Видеоконференци пулнă (Общество)

09 октября 2009 г.

Раççей Правительствин пуçлăхĕ В.В.Путин çĕршыври спорт инфратытăмне аталантарас ыйтупа иртнĕ видеоконференцие хутшăннă.
Калаçăва пуçланă май Владимир Владимирович юлашки 5 çулта Раççей çыннисен ĕмĕр тăршшĕ 65-рен 68 çул таран вăрăмланнине палăртнă. Ку спортпа туслă пулнинчен килни пирки асăннă. Анчах çакнашкал çынсен йышĕ 18 процент кăна. “2015 çул тĕлне Раççейри çак кăтартăва 30 процента çитермелле, çамрăксем хушшинче – 60 процента”, – тенĕ В.В.Путин.
Ку ыйтупа ăнăçлă ĕçлекен регионсен шутĕнче, премьер та, спорт министрĕ те Чăваш Республикине асăннă. “Видеокĕпер” Владимир хулине Чăваш Енпе, Кÿкеçпе çыхăнтарнă.
Кÿкеçри комплекс Чăваш Енре чи малтан тунă спорт керменĕ пулни пирки пĕлтернĕ ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров. Физкультурăпа спорт комплексĕсем тунă хыççăн республикăра спорт секцийĕсене çÿрекен çамрăксен шучĕ ÿснине, пирус туртакансен, тĕрлĕ чирпе чирлекенсен хисепĕ, çул çитменнисен хушшинче преступлени тăвасси чакнине, çар службине юрăхлă каччăсен йышĕ пысăкланнине палăртнă Николай Васильевич.
Чăваш Енпе йĕркеленĕ калаçупа кăмăллă юлнă В.В.Путин.
Юлашки çулсенче физкультурăпа спорта аталантармалли майсем пирĕн районта та ÿсрĕç, уйрăмах Тăвайри вăтам шкулăн çĕнĕ çуртне хута янă хыççăн. Çĕнĕ шкулта икĕ спортзал, тренажер залĕ, районти шашка-шахмат клубĕ пур. Халĕ Тăвайра та республика шайĕнчи ăмăртусем иртеççĕ.
Сывă пурнăç йĕркине çирĕплетес ĕçре ертÿçĕсен витĕмĕ пысăк. Шĕкĕр Турра, ЧР Президенчĕ Н.В.Федоровпа унăн Администрацийĕнче ĕçлекенсем спортпа туслă. Вĕсенчен ытти пуçлăхсем те юлмаççĕ. Акă Тăвай районĕн пуçлăхĕ Н.Иванов районта иртекен пĕлтерĕшлĕ пур спорт мероприятине те хутшăнать, спортсменсене саламлать, наградăсем парса хавхалантарать, хăй волейболла япăх мар вылять. Район администрацийĕн команди Президент Администрацийĕ ирттерекен тĕрлĕ ăмăртусене ăнăçлă хутшăнать. Район пуçлăхĕн витĕмĕ спортăн тĕрлĕ енне аталанма, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетме пулăшать. Пирĕн районта та кăçалхи 9 уйăх кăтартăвĕсем тăрăх çул çитменнисем хушшинче пулакан преступленисен хисепĕ палăрмалла чакнă.
Çав вăхăтрах районти, шкулсенчи спорт залĕсене кĕркуннепе хĕллехи вăхăтра туллинрех ĕçлеттермелле, секцисен ĕçне вăйлатмалла.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика