АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунĕпе те илемлĕ (Общество)

09 октября 2009 г.

Чунĕпе те илемлĕ (Общество)

Нумай ăшă сăмах илтме пулать районти тĕп больницăри Л.Пимулина медсестра пирки. Кунĕпех çын татăлмасть физиотерапи кабинетĕнчен. Мĕн чухлĕ сиплев процедури тумаççĕ-ши маттур хĕрарăмсем, ывăннине пăхмасăрах кунĕпе ырă та лăпкă хутшăнура чирлисемпе. Тепĕр чухне 60 çын ытла та пулать йышăнура. Уйрăмах кĕрхи-çурхи вăхăтсенче, грипп анлă сарăлнă чух, сипленекенсен йышĕ ÿсет. Лидия Семеновнапа пĕрле Нина Афанасьева, Вера Хумышева медсестрасем тата Галина Степанова санитарка чуна парса тăрăшаççĕ. Çамрăксемпе çамрăкла, ватăсемпе ватăлла пулма пĕлеççĕ.
...Ача чухне сывлăх сыхлавçин профессине кăмăлланă Лида. Амăшĕ больницăра тĕп бухгалтерта ĕçленĕ май, пĕчĕкренех унта кĕрсе тухма сăлтав шыранă. Çавăн чухнех шурă халатлă ĕçченсем çынсен сывлăхĕшĕн, вĕсене вилĕмрен çăлассишĕн кĕрешнине сăнанă.
Куславкка хĕрĕ 1972 çулта Канашри медучилищĕне вĕренме кĕнĕ. Юлашки курсра чухне тантăшĕпе хăнана кайсан паллашнă пулас мăшăрĕпе, Чутей каччипе. Çепĕç кăмăллă, илемлĕ те чĕвĕл чĕлхеллĕ пикене тÿрех куç хывнă хуçалăх агрономĕ Иван Григорьевич Тимофеев. Çавăнтанпа Лидия Семеновнан пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ Тăвай тăрăхĕпе çыхăннă.
Çамрăк хĕрарăм ĕç çулне районти тĕп больницăри ача çураттармалли уйрăмра пуçланă. Çемьере йыш хушăнсан, ялти шкула медсестрара ĕçлеме куçнă. Çынсем медицина пулăшăвĕ ыйтма пырсан нихăçан хирĕçлемен.
“Чунри ăшă сăмахĕ эмел пекех сиплĕччĕ, шанăç кÿретчĕ, ура çине тăма пулăшатчĕ”,– хисеплесе аса илеççĕ сатур хĕрарăма ял çыннисем.
“Чăнах та ĕнтĕ, кама та пулса медицина пулăшăвĕ кирлĕ-тĕк килти ĕçсене, çанталăкпа вăхăта пăхмасăр васкаттăм. Кинемисем темле ыйтупа та пыратчĕç тата. “Ваттисен тухтăрĕ”, тетчĕ мăшăрăм шÿтлесе. Çак сăваплă ĕçе суйласа илнишĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп”,– тет вăл.
Туслă çемьере 3 хĕр те 2 ывăл çитĕнет. Савăнса çеç пурăнмалла пек. Анчах инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Чире пула мăшăрĕ ир çĕре кĕрет. Каярах тинтерех çемьеленнĕ ывăлĕ сарăмсăр вилет. Йывăр пулсан та пуçне усмасть, ачисене ура çине тăратас шухăшпа малалла талпăнать хĕрарăм.
Пĕччен çăмăл маррине кура-ши, Турри хĕрхеннĕ пулас нумай ачаллă амăшне. Пурнăç çулĕпе пĕрле утма ырă çын тĕлне пултарнă. Ултă çул каялла Тăвай шкулĕнче ĕçлекен А.А.Пимулинпа пĕрлешсе пĕрле пурăнма пуçланă вĕсем.
“Çумра шанчăклă юлташ пурри пысăк тĕрев çав. Пĕр-пĕрне ăнлансан, килĕштерсен темĕнле йывăрлăха та парăнтарма пулать”,– тет вăл мăшăрĕ çине ăшшăн пăхса. Сăмах май, “ЧР тата РФ тава тивĕçлĕ учителĕ” ятсене тивĕçнĕ Альфред Александровича районта кăна мар, республикăра та нумайăшĕ пĕлет, сума сăвать.
Л.Пимулина асанне те, кукамай та пулнă. Ачисем пурте ура çине тăнă. Наташа Чăваш патшалăх университечĕ пĕтернĕ. Йĕкĕреш хĕрĕсем – Татьянăпа Светлана – кооператив техникумĕ хыççăн Хусанта ĕçлесе пурăнаççĕ. Ывăлĕ Ваня водитель ĕçне кăмăлланă.
Юрлама юратать вăл. Медицина ĕçченĕсемпе концертсене хутшăнать. Шăпчăк сассипе уява илем кÿрет. Ĕçне кура – хисепĕ. Лайăх ĕçленĕшĕн панă тав хучĕсем темиçе те унăн. Иртнĕ çул 55 çулхи юбилейне уявланă чух Т.Шакшина тĕп врач ырă сăмахсем çеç каланаччĕ харсăр ĕçчен пирки, Хисеп грамоти парса чысланăччĕ. “Çынсен тав сăмахĕ – пуринчен хакли. Ĕçри тĕллевĕм – çынсем сывлăхлă пулччăр тесе тăрăшасси”,–тет Л.Пимулина.
 
Сăн ÿкерчĕкре: районти тĕп больницăри физиотерапи кабинетĕнче тăрăшакан Н.Афанасьева, В.Хумышева, Л.Пимулина медсестрасем сиплев вăхăтĕнче.
А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика