АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх тăлăхсен интересĕсене хÿтĕлет (Общество)

09 октября 2009 г.

Район хăй тытăмлăхăн опекăпа попечительство органĕ вĕрентÿ учрежденийĕсемпе, çул çитменнисемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлекен районти комиссипе тачă çыхăнса ĕçлет. Кăçалхи сентябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне опекунсен çемйисенче, ачасене усрава илнĕ çемьесенче 64 ача шутланса тăнă. Çав шутра тăлăх ачасем – 16, социаллă тăлăхсем (ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварнă çемьесенчи ачасем) – 33, тĕрлĕ сăлтавпа ашшĕ-амăшĕ хăй воспитани пама пултарайман ачасем – 15. Отчетлă тапхăрта тĕрлĕ сăлтава пула ашшĕ-амăшĕ пăхма пултарайман 8 ачана тупса палăртнă. Юлашки 5 çулта ашшĕ-амăшĕн воспитанийĕсĕр тăрса юлнă ачасем 68 шутланаççĕ.
2007 çултан пуçласа районта ачасене усрава илекен çемьесем палăрма пуçларĕç. Паянхи куна çавăн пек çемьесенче 17 ача воспитани илет (вĕсенчен 16-шĕ маларах патшалăх ача-пăча учрежденийĕсенче – интернатсенче – пурăннă). Вĕсене пăхнăшăн тăван мар ашшĕ-амăшне 2 çула çитмен кашни ачашăн уйăхсерен 4600, 7 çула çитмен ачашăн – 4785, 7 çултан пуçласа ача 18 çул тултариччен 5255 тенкĕ пособи тÿлесе тăраççĕ. Шел, ĕç укçине вара ачасене усрава илнĕ ашшĕ-амăшне вăхăтра тÿлеймеççĕ (усрав çемьере ÿсекен ачасемшĕн ашшĕне е амăшне – иккĕшĕнчен пĕрне – ĕç укçи тÿлеççĕ: 1 е 2 ачашăн – 3295 тенкĕ, 3 тата ытларах ачашăн – 4680 тенкĕ). Сентябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне вĕсемпе апрельччен кăна татăлнă.
Пирĕн районта 1 çемье 3 ачана, 2 çемье 2-шер ачана, 11 ашшĕ-амăшĕ пĕрер ачана усрава илнĕ. Кăçал пĕр хутчен паракан пособие (9989 тенкĕ) 4 ачашăн тÿленĕ.
Усрава илнĕ ачасен сывлăхне районти тĕп больницăра тимлĕн тĕрĕслесе тăраççĕ, сиплев кирлĕ пулсан, стационара хурса сиплеççĕ. Ачасен пурнăç условийĕсемпе те куллен кăсăкланаççĕ. Гражданла тавăçсене пăхса тухнă чух ачасен прависемпе интересĕсене хÿтĕлетпĕр, суд ыйтнипе 9 хутчен пурнăç условийĕсене тĕпченĕ.
Опека органĕсен представителĕ çавăн пекех ачасен прависемпе интересĕсене хÿтĕлесе, ачисене тивĕçлипе пăхман ашшĕ-амăшне правасăр хăварассипе çыхăннă гражданла ĕçсене пăхса тухнă чух суд ларăвĕсене хутшăнать. Юлашки 5 çулта 25 çынна ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварнă (çав çемьесенче 34 ача), кăçал – 6 ашшĕ-амăшне.
Ачасен прависемпе интересĕсене хÿтĕлесе 3 тĕслĕхре хваттер е пурăнмалли лаптăк шыраса илме, 14 тĕслĕхре банкри счет çинчен укçа-тенкĕ илме ирĕк паракан документсем хатĕрленĕ. Тĕрĕслевсем çакна кăтартса пачĕç: усрава илнĕ ачасем лайăх условисенче пурăнаççĕ, вĕсен прависемпе интересĕсене никам та хĕсĕрлемест.
Мучар ял поселенийĕ О.Баданова тăлăх çамрăка социаллă наем шучĕпе çурт уйăрса панă.
2007–2008 çулсенче тăлăх ачасемпе ашшĕ-амăшĕн попеченийĕсĕр юлнă ачасем валли Çĕнĕ çул елкисем йĕркеленĕ, ачасене парне-кучченеçсемпе хавхалантарнă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика