09 октября 2009 г.

“МРСК Волги” – “Чувашэнерго” обществăн кăнтăр производство уйрăмĕн Тăвайри электричество сечĕсен коллективĕ кăçал районти хăш-пĕр электролини юписене, пралукĕсене çĕнетрĕ. Электромонтерсем çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленине пĕрре кăна мар курма тÿр килнĕ çак йĕркесен авторне. Лини айĕнчи йывăçсене касса тирпейлесех тăраççĕ вĕсем. Ял хуçалăхĕсене, халăха, предприятисемпе организацисене электроэнергипе чăрмавсăр тивĕçтерме тăрăшаççĕ.
Иртнĕ эрнекун, ак, Тăвай ялĕнче 12–17 сехетсенче çутă пулмарĕ, çак вăхăтра хăйсем çинчи подстанцисене пăхса çаврăнчĕç электромонтерсем. В.Н.Титов, Г.И.Андреев, А.Н.Нилов, В.В.Мясников палăртнă самант хушшинче 8 подстанци тĕрĕсленĕ, кăлтăксене пĕтернĕ. Т.И. Иванов тĕп инженер ертсе пыракан ушкăн та "Г.В.Кошкин, А.С.Васильев, В.Ф.Филиппов" çумăр витĕрех ĕçленĕ çав кун.
–Маларах ытти ялсенчи подстанцисене пăхса çаврăнтăмăр. Профилактика ĕçĕсене аван шайра туса ирттерме май килчĕ. Эпир хĕле кĕтсе илме хатĕр, тесен те йăнăш мар пуль, – хăйсен ĕçĕпе кĕскен паллаштарчĕ коллектива чылайранпа ăнăçлă ертсе пыракан Н.П.Смирнов.
Электромонтерсен ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çур çĕр вăхăтĕнче çутă пĕтсе ларсан та çула тухаççĕ вĕсем. “Çынсем кĕтеççĕ пире. Çавăнпа эпир йĕпе-сапана, сивве пăхмасăр юсав ĕçĕсем тăватпăр. Мĕншĕн çутă çук-ши, тесе ыйтаççĕ-çке тăтăшах çур сехетлĕхе электричество пулмасан та”, – теççĕ хастар арçынсем.
Сăн ÿкерчĕкре: кăнтăр производство уйрăмĕн Тăвайри электричество сечĕсен коллективĕн ертÿçи Н.Смирнов тата В.Титов, Г.Андреев, В.Мясников, А.Нилов электромонтерсем.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"