06 октября 2009 г.
Октябрĕн 1-мĕшĕнче çулленхи ырă йăлапа Çĕнçырма клубне ватă çынсем пуçтарăнчĕç. Клуб заведующийĕ Надежда Максимова тăрăшнипе Эльпуç шкулĕнче вĕренекенсем концерт лартса пачĕç. Вăл пурне те килĕшрĕ, ватăсем кашни номер хыççăн алă çупса хавхалантарчĕç ачасене.
Концерт хыççăн ваттисем чей ĕçсе, шăкăл-шăкăл калаçса ларчĕç, иртнĕ кунсене аса илчĕç, ĕлĕкхи юрăсене юрларĕç. Баянпа Валентин Афанасьев вылярĕ. Ялти чи ватă çын (95-е çитсе пырать) София Моисеева ĕлĕкхи пурнăç çинчен каласа кăтартрĕ. Вăл мăшăрĕнчен, Илларион Моисеевран, 4 ачапа тăрса юлнă, упăшки вăрçă хирĕнчен тухайман.
80 çултан иртнĕ ĕç ветеранĕ, тыл ĕçченĕ Василий Сергеев хăй вăрçă çулĕсенче курнă нуша асапсене аса илчĕ.
Уяв сĕтелне хĕрарăмсем хăйсемех хатĕрленĕ. Вăл апат-çимĕçрен тулăх пулчĕ. Ытти çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Александр Иванов та (вăл София Моисеевна йăмăкне качча илнĕ) килекенччĕ, анчах кăçал тем сăлтавпа пулаймарĕ. Хăй вăл Ленинград енчен, пирĕн тăрăха эвакуаципе килнĕскер, вăрçа та кунтанах тухса кайнă. Вăрçă хыççăн каллех кунта таврăннă, Çĕнçырма хĕрĕпе Анастасия Сергеевнапа çемье çавăрнă. Туслă мăшăр йышлă ача-пăча пăхса çитĕнтернĕ.
Ялта вăрçă участникĕсем питĕ сахалăн тăрса юлчĕç. Ытларахăшĕн сывлăхĕ те хавшарĕ пулас, тухсах çÿреймест.
Çавах та уяв çÿллĕ шайра иртрĕ, ватă çынсем тулли кăмăлтан савăнчĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"