АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малта – тăвайсемпе йăнтăрчăсем (Спорт)

06 октября 2009 г.

Сентябрь – кроссен уйăхĕ. Çине-çинех пулчĕç ăмăртусем: “Советская Чувашия” хаçат парнисемшĕн, нацисен кросĕ, халĕ – шкул ачисем хушшинче икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ А.Г.Николаев летчик-космонавта халалласа.
Чи çамрăккисем – 4–5 классенчи хĕрачасем – 300 метра чупрĕç. Т.Петрушкова (Йăнтăрчă шкулĕ), К.Морякова (Тăвай), Н.Белова (Чутей) дистанцие пĕр вăхăталла вĕçлерĕç: 1.14 – 1.18. Çак ÿсĕмри арçын ачасен дистанцийĕ – 500 м. Кунта та йăнтăрчăсем палăрчĕç. Н.Емельяновпа В.Матвеев 1-мĕшпе 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕç, 2-мĕшĕнче – С.Гурьев (Пуянкасси). 6–7 классенче вĕренекенсем хушшинче (500 – 1000 м) А.Козлова (Тĕмер), И.Михайлова (Тăвай), Е.Петрова (Пуянкасси), А.Лабзин (Мучар), А.Краснов (Йăнтăрчă), А.Григорьев (Нăрваш) мала тухрĕç.
8–9 классенче вĕренекенсен (1000 – 2000 м) вăхăчĕсем пĕр евĕрлĕрех. Лилия Шарафиева (Тăвай, 3,47), Марина Германова, Лия Борисова (иккĕшĕ те Йăнтăрчă, 3.48), Федор Степановпа Егор Петров (Пуянкасси, 7.17 – 7.18), Максим Карпович (Тăвай, 7.20).
10–11 классенче вĕренекен хĕрсем хушшинче (2000 м) Людмила Николаева (Йăнтăрчă, 7.53) çĕнтерчĕ. Надя Мокеева (Тушкил, 8.16) 2-мĕш, Катя Немова (Тăвай, 8.44) 3-мĕш пулчĕç. Яшсем хушшинче Николай Иванова (Пуянкасси) çитекен пулмарĕ (10.41). Евгений Алексеев (Тăрмăш) ăна 5 çеккунт выляса ячĕ. Дима Григорьевăн (Нăрваш) вăхăчĕ – 10.55.
Кăтартусене пĕтĕмлетсен Тăвай, Йăнтăрчă тата Пуянкасси шкулĕсен командисем малти вырăнсем йышăнчĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика