АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Автобус” операци (Правопорядок)

06 октября 2009 г.

Республика территорийĕнче кăçалхи 8 уйăхра пассажирсем илсе çÿрекен транспорт хатĕрĕсемпе 124 авари пулнă, 14 çын вилнĕ, 191 çын сусăрланнă. Автобус водителĕсен айăпĕпе 70 инкек регистрациленĕ. 4 çын вилнĕшĕн тата 101 çын сусăрланнăшăн вĕсем айăплă.
Пирĕн районта пассажир автотранспорчĕпе çыхăннă аварисем пулман.
Çул-йĕр инкекĕсем ытларах маршрутлă газельсен водителĕсем эрех ĕçсе руль умне ларнипе, хăвăртлăха ÿстернипе, палăртнинчен нумайрах пассажир илсе çÿренипе пулаççĕ.
Пассажир транспорчĕ авари тăвасран сыхланас тĕллевпе сентябрĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 10-мĕшĕччен федераци шайĕнче “Автобус” профилактика операцийĕ иртет.
Хисеплĕ водительсем! Шкулсем, çул урлă каçмалли çĕртен иртнĕ чух хăвăртлăха чакарма ан манăр! Пассажирсемпе çуран çÿрекенсен пурнăçĕпе сывлăхĕ сирĕн ăсталăхăрпа çул çинче дисциплинăллă пулнинчен нумай килеççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика