06 октября 2009 г.

Сентябрь вĕçĕнче Шупашкарта “Ылтăн кĕркунне” ятлă Пĕтĕм Раççейри фестиваль-конкурс иртнĕ. Унта Тăвайри музыка шкулне çÿрекенсем те çиччĕн хутшăннă. Вĕсем тĕрлĕ номинацисенче хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Халăх юррисене юрлассипе Екатерина Араповапа “Забава” ансамбль палăрнă, вĕсене II степень лауреачĕн дипломĕсемпе тата “Ника” статуэткăпа наградăланă (руководителĕ Н.Петрова). Музыка инструменчĕсем çинче вылякансен конкурсĕнче (ансамбльсем хушшинче) Елена Андреевапа Виктория Григорьева (руководителĕ С.Глухова) I степень диплома тивĕçнĕ. Ку номинацире вара уйрăм участниксенчен тăмрапа выляса Елена Андреева (руководителĕ И.Григорьева) та лайăххисен шутне кĕнĕ. Çĕнтерÿçĕсене малашне те ÿсĕмсем, вĕсен вĕрентекенĕсене учительсен тата Пĕтĕм тĕнчери музыка кунĕсемпе ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатпăр.
Сăн ÿкерчĕкре: Е.Арапова, Т.Семенова, А.Вьюник конкурс вăхăтĕнче.
Источник: "Ял ĕçченĕ"