06 октября 2009 г.
Çурхи шыв вăйлă анса çыранти тăпрана юхтарнипе темиçе çул каялла Эль кÿлли патĕнчи кĕпере юрăхсăра кăларнăччĕ. Çураки, вырма вăхăчĕсенче тĕрлĕ техника, Çĕнçырма, Ураскасси тата ытти ялсенчи çынсем Энĕшпуç станцине, Эль кÿлли хĕррине канма çавăнти кĕпер урлă каçса çÿренĕ. Çакăн хыççăн тавраран çаврăнса нумай топливо, вăхăт çухатма тивнĕ.
Иртнĕ кунсенче çĕнçырмасем Федор Георгиевич Максимов депутат, Петр Николаевич Максимов тата ялти ытти хастарсем пуçарнипе кунта ĕçе пикеннĕ. Халăх вăйĕпе 3 кун хушшинче кĕпере юсаса пĕтернĕ. Нимене куллен 30 ытла çын тухнă.
–Пĕччен сурать – типсе пырать, халăх сурать – кÿлĕ пулать, тесе питĕ тĕрĕс каланă ваттисем. Малтанах шикленсе тăтăмăр çак пысăк ĕçе пуçăнма. Кашниех пĕрлехи ĕçе хăйĕн тÿпине хывма тăрăшрĕ. Техникăна, тĕпрен илсен, уйрăм çынсеннипе усă курнă: бульдозерне те, кранне те, тракторне те,– тет Эльпуç ял тăрăхĕн депутачĕ Ф.Максимов.
Строительство ĕçĕ укçа-тенкĕпе çыхăннă. Çак ыйтупа интересленсе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Н.Ефимов патне шăнкăравларăм.
–Çĕнçырмара чăннипех ĕçчен те харсăр халăх пурăнать. Кĕске хушăрах хăйсен вăйĕпе çакăн пек шанчăклă та çирĕп кĕпер туса хута яни вĕсен пуçарулăхĕпе ăнланулăхне яр-уççăн çирĕплетет. Ял тăрăхĕн администрацийĕ кĕпер тума хутшăнакансене пурне те тав тăвать. Тăкаксен пĕр пайне саплаштарма вырăнти бюджетран укçа-тенкĕ уйăрать,– терĕ Владимир Никифорович.
Источник: "Ял ĕçченĕ"