АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура пулăмĕсен марафонĕ (Культура)

02 октября 2009 г.

Кăçалхи мартăн 16-мĕшĕнче хула округĕсемпе муниципаллă районсем хушшинче “Чăваш Республикинчи культура территорийĕ – 2009” республика конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Улатăр хули, Çĕрпÿпе Тăвай районĕсем çав чыслă ята илме тивĕçрĕç.
Ыран, октябрĕн 3-мĕшĕнче, кĕрхи ярмăрккара официаллă йĕркепе районти çав мероприятисен шучĕпе культура пулăмĕсен марафонĕ уçăлать. Çав кун 12 сехетре районти культурăпа кану центрĕнче (культура çуртĕнче) Чăваш патшалăх филармонийĕ йĕркеленипе урам театрĕсен “Тимоньки” фестивалĕ пулать.
Октябрĕн 7-мĕшĕнче Енĕш Нăрвашри истори астăвăмĕн музейне Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча искусствăсен шкулĕн коллективĕ “Çĕр пулăхĕн Турри” проектпа килет (11 сехет те 30 минутра пуçланать).
Октябрĕн 8-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче Улатăр хулинчи культура керменĕн “Культурăсен урам тăваткăлĕнчи тĕл пулăвĕ” проекчĕпе паллашма пулать (13 сехетре).
“Çăлкуç” (”Пуçламăшĕ”) – çак проектпа Тăвайри тĕп библиотекăна Çĕмĕрле районĕнчи культурăпа архив ĕçĕн информаципе ресурс центрĕ килет, октябрĕн 15-мĕшĕнче 14 сехетре пуçланать.
Тепĕр икĕ эрнерен, октябрĕн 29-мĕшĕнче, Çĕмĕрле хулинчи “Восход” керменĕн коллективĕ Çĕнĕ Пуянкассинчи культура çуртне килет. Хăнасем “Ташша пурте юратаççĕ” проект хатĕрленĕ – 15 сехетре пуçланать.
Ноябрĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарти “Салют” культура керменĕ Тăвайри культурăпа кану центрĕнче пире “Пуласлăх саманчĕсем” проектпа паллаштарĕ. 18 сехетре пуçланать.
Ноябрĕн 26-мĕшĕнче тăвайсем “Шупашкарти “Победа” культура комплексĕн “Çÿпçе. Легенда страницисем” цирк аттракционĕпе паллашма пултарĕç. Тăвайри культурăпа кану центрĕнче 18 сехетре пуçланать.
Чÿк уйăхĕн юлашки кунĕнче, 30-мĕш числора, Тăвайри тĕп тата ача-пăча библиотекисенче Чăваш патшалăх ачасемпе çамрăксен библиотеки хăйĕн “Вулани – ÿсни” проектне хÿтĕлĕ.
Кусем республика сетĕнчи культура пулăмĕсем. Вĕсемсĕр пуçне хамăр районти культурăпа кану центрĕпе (ККЦ) тĕп библиотека та тĕрлĕ мероприятисемпе тивĕçтерме пăхнă.
Сăмахран, октябрĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери Ватăсен кунĕпе “Чунпа нихçан та ан ватăлăр” концерт программи хатĕрленĕ. Тушкилти тата Кушкăри Ватăсен çурчĕсенче пурăнакансене юрă-ташăпа шкул ачисем саламлаççĕ.
Октябрĕн 3-мĕшĕнче Тăвайра “Кĕр – ылтăн асамçă” театрализациленĕ ярмăркка иртет.
Октябрĕн 9-мĕшĕнче Тăвайри тĕп библиотекăра ял хуçалăх ĕçченĕсемпе “Çăкăра чыслани” тĕл пулу каçĕ.
Октябрĕн 15-мĕшĕнче тĕп библиотекăра вырăссен чаплă поэчĕ М.Ю.Лермонтов çуралнăранпа 195 çул тултарнине халалланă “Поэзи парусĕ” медиа-тишкерÿ.
Октябрĕн 16-мĕшĕнче Тăвайри тĕп библиотекăрах хамăр ентеш, РФ тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисчĕ Г.Т.Терентьев çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă каç, унта ентешĕн “Чуна уçса калаçни” кĕнекине пăхса тухаççĕ.
Октябрьтех районти культурăпа кану центрĕнче "хальлĕхе числисене палăртман" çамрăксем валли “Кĕр. Йывăçсем тăкаççĕ çулçисене” дискотека–конкурс тата АПК ĕçченĕсене халалланă “Сире валли, ял ĕçченĕсем” уяв.
“Ĕмĕрсем витĕр вырăс салтакĕпе пĕрле” истори хыпарçипе ноябрĕн 3-мĕшĕнче тĕп библиотекăра паллашма пулĕ.
Ноябрĕн 16-мĕшĕнче тĕп библиотека “Çулăмлă чĕре” поэзи сехечĕ ирттерет. Ăна Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул тултарнине халалланă.
Ноябрĕн 25-мĕшĕнче тĕп библиотекăрах Аннесен кунне халалланă “Чи çутă та çывăх ят” огонек.
Чÿк уйăхĕнче çавăн пекех куракана халăхсен пĕрлĕхĕн кунне халалланă уяв концерчĕ тата “Атьăр-ха, асаннесем!” конкурс программи кĕтеççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика