АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Чечексен асамлă илемĕ” (Культура)

02 октября 2009 г.

“Чечексен асамлă илемĕ” (Культура)

Иртнĕ кунсенче районти библиотекăсен ĕçченĕсем канашлăва пухăнчĕç. “Информаци обществин аталанăвĕнче кĕнекепе интересленессине вăйлатасси” темăна сÿтсе явнă. Тĕп библиотека директорĕ Татьяна Геннадьевна Совина тухса калаçнă, кĕнекесен паянхи кунпа килĕшÿллĕ йĕркеленĕ выставкисем çынна вулама хавхалантарни пирки ăнлантарнă. “Кĕнеке вулассине кулленхи йăлана кĕртмелле”, – тенĕ вăл.
Инноваципе методика уйрăмĕн заведующийĕ Альбина Валерьяновна Андреева республикăри конкурссен йĕркисемпе паллаштарнă.
Тĕп библиотека работникĕсем культурăпа кану центрĕн фойинче “Чечексен асамлă илемĕ” ятлă курав йĕркеленĕ. Унта çирĕм ытла чечек çыххи те тăратнă пулĕ. Вĕсен ĕçтешĕсем кăмăлласах паллашнă куравпа. Çавăн пекех Тăвайри вăтам шкулта хăш-пĕр классенче вĕренекенсем те пырса курнă илемлĕ чечексене. Кашни чечек илĕртÿлĕхĕ, пĕлтерĕшĕ, палли пирки ăнлантарнă библиотека ĕçченĕсем. Вĕренекенсен ыйтăвĕсем çине те хуравлама тивнĕ вĕсен. Уяври “Чечексен асамлă илемĕ” ятлă кĕнекесен выставки пухăннисене хăй патне йыхăрнă. Асăннă мероприятире тĕрлĕ конкурссем, вăйăсем пулнă, вулакансем чи килĕшекен чечек çыххине суйласа илнĕ. Çĕнтерÿçĕсене пĕчĕк парнесемпе хавхалантарнă. Культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем чечексем çинчен юрăсем шăрантарнă. Вĕсен пултарулăхне ăшшăн йышăннă пухăннисем, чылайччен алă çупнă. “Çĕр çинчи илем татах чечеклентĕр”, – тесе сывпуллашнă уява ертсе пыракансем юлашкинчен.
 
Сăн ÿкерчĕкре: “Чечексен асамлă илемĕ” кĕнекесен куравĕпе паллашаççĕ.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика