АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Единая Россия” партин вырăнти уйрăмĕн конференцийĕ (Общество)

02 октября 2009 г.

Иртнĕ эрнекун “Единая Россия” политика партийĕн вырăнти уйрăмĕн районти конференцийĕ пулчĕ. Унăн ĕçне пуçламăш организацисенчен суйланнă делегатсемпе политканаш членĕсемсĕр, ял поселенийĕсен ертÿçисемсĕр пуçне район пуçлăхĕ, партин регионти политканаш членĕ Н.Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, район пуçлăхĕн çумĕ, вырăнти политканаш секретарĕ, регионти политканаш членĕ В.Шакров, партин регионти уйрăмĕн представителĕ В.Скворцов хутшăннă.
Кун йĕркинчи икĕ ыйтăва пăхса тухнă конференцие хутшăннисем: партин вырăнти уйрăмĕ умĕнче организаципе парти, агитаципе пропаганда тĕлĕшпе тăракан задачăсем (докладчикĕ – В.Шакров) тата партин Чăваш регионти уйрăмĕн черетсĕр ХVI конференцине хутшăнма делегатсем суйласси çинчен.
Доклад тăрăх партин Тушкилти пуçламăш организацийĕн секретарĕ О.Захарова, Тăрмăшри пуçламăш организаци секретарĕ Л.Андреева, контрольпе ревизи комиссийĕн председателĕ В.Чайкин, партин регионти уйрăмĕн представителĕ В.Скворцов, регионти политканаш членĕ Н.Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев тухса калаçнă.
Доклад тăрăх тата сÿтсе явнисене шута илсе конференци тивĕçлĕ йышăну кăларнă. Регионти черетсĕр ХVI конференцие хутшăнма регионти политканаш членĕсене Н.Ивановпа В.Шакрова, парти майлисен канашĕн председательне Е.Бельскаяна, парти членне М.Тяминана делегата суйланă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика